Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиенлĕ пулăма çул çук

13 июля 2016 г.

Наркотик хутăшĕсемпе тата психикăна витĕм кÿрекен япаласемпе усă куракан çынсене реабилитацилессипе, йĕркеллĕ пурнăçа тавăрассипе çыхăннă мероприятисене пурнăçласа пыраççĕ-и - çак ыйтусене тишкернĕ те Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче. Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пынă.

Пирĕн республикăра ку енĕпе ведомствăсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлессине лайăх йĕркеленĕ - çавăнпа наркотиксемсĕр пурăнайманнисене вăхăтра тупса палăртма тата сиплеве яма май килет. Чирлисене реабилитацилес ĕçе халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен организацисен ĕçченĕсем те хутшăнаççĕ: тĕрлĕ сĕнÿ-канаш параççĕ, заняти ирттереççĕ, «шанăç телефонĕпе» ыйтусене хуравлаççĕ. Кăçал çеç 3 пине яхăн çын шăнкăравласа чунне уçнă. Çакăн пирки ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Е.Сапаркина пĕлтернĕ.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ А.Самойлова маларах наркотикпа туслă пулнă çынсене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăнă.

Ларура Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин çумĕ - Общество хăрушсăрлăхĕн тата тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ А.Метелкин, Çĕнĕ Шупашкар хулин, Канаш тата Шупашкар районĕсен администраци-йĕсен пуçлăхĕсем республикăри, районсемпе хуласенчи наркотиксемпе кĕрешекен комиссисен ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă.

Комисси ларăвĕнче çамрăксене спорта ытларах явăçтарас, сывă пурнăç йĕркипе туслаштарас тĕлĕшпе комплекслă мерăсем йышăнма сĕннĕ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика