13 июля 2016 г.
Нина Александровна Изосимова, хĕр чухнехи хушамачĕ Бакалова, 1946 çулхи утă уйăхĕнче Питтĕпел ялĕнче кун çути курнă. Кивĕ Эйпеçре сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн «Победа» колхозра амăшĕпе пĕрле хăмла плантацийĕнче ĕçленĕ, колхозра ытти ĕçре те вăй хунă. Çемьере пĕр тăвансем саккăррăн пулнă, ултă ывăл та икĕ хĕр.
1968 çулта Нинăпа Кĕçĕн Таяпари Геннадий Изосимов çемье çавăраççĕ. Виçĕ ача çуратаççĕ: пĕр ывăл та икĕ хĕр. Аслă ывăлĕпе кинĕ пĕрлех пурăнаççĕ. Альăпа Оксана качча тухнă. Иккĕшĕ те медицина сестрисем.
Нина Александровна качча тухсан Чкалов ячĕпе хисепленекен колхозра вăй хунă. Каярахпа Елчĕкри сĕт-çу заводне лашапа та, машинăпа та сĕт турттарнă. Халăхран та сĕт пуçтарнă вăл. Паян та ывăлне сĕт пуçтарса завода леçме пулăшать.
Геннадий Александровичпа Нина Александровна 48 çул пĕр-пĕрне ăнланса килĕштерсе пурăнаççĕ. Паян та иккĕшĕ алăран-алла тытса утаççĕ. Нина Александровна пушă вăхăт пулсанах алла хаçат, кĕнеке тытать, алă ĕçĕ тăвать, телевизор пăхать. Çитмĕл çулхи кил хуçи хĕрарăмĕ ялта та хисепре.
- Пуян эпир, савăнăç куç тулли. Пирĕн вунпĕр мăнук тата икĕ кĕçĕн мăнук. Вĕсем пуçтарăнсан кил-çурт кĕрлесе анчах тăрать, - теççĕ ватăсем.
Екатерина ТЕМЯШКИНА.
Кĕçĕн Таяпа ялĕ.
Сăнÿкерчĕкре: Изосимовсен çемйи /иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсем/.