13 июля 2016 г.
Елчĕкри почтамт коллективĕ професси уявне тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ.
Эпир паян почта çыхăнăвĕсĕр пĕр утăм та тăваймастпăр. Çĕр çул иртсен те почта çыхăнăвĕ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть, пачах тепĕр майлă, çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ информаци технологийĕсене ĕçе кĕртет. Çавна май халăха çăмăллăхсем парас ĕçсен пахалăхĕ те ÿссех пырать, клиентсем умĕнче те пысăк хисепре.
Районта почта çыхăнăвĕн 15 уйрăмĕ. Вĕсем халăха тĕрлĕ çăмăллăхсем параççĕ. Акă, ял çыннисем почтальонкăсене куллен чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хаçат-журнал валеçнипе пĕрлех, ытти тĕрлĕ пулăшу кÿреççĕ. Мĕн каламалли, пĕччен пурăнакан е лавккана тухса çÿреймен ватăна апат-çимĕç продукчĕсемпе те тивĕçтереççĕ. Пурте асăрханă ĕнтĕ, почта сумкипе пĕрле вĕсем тепĕр йывăр хутаç йăтаççĕ. Подписчиксен кашни ыйтăвне тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ пирĕн хаклă тусăмăрсем. Çак çăмăл мар ĕçре районта 58 почтальон тăрăшать. Вĕсем пĕринчен тепри маттур та сатур. Çумăр та, çил-тăман та, пылчăк та хăратмасть харсăрсене. Тăрăшуллисем пурте ырă сăмаха тивĕçлĕ.
Професси уявне Елчĕксем кăçал та яланхиллех асра юлмалла паллă турĕç. Туслă коллектив çанă тавăрса ĕçленĕ май культурăллă канма та ăста. Уявра ĕçре хастаррисене чыс тăвасси тĕп вырăнта пулчĕ. Г.Баранова специалист «Почта России» ФГУПăн Хисеп грамотине, Н.Романова специалист «Почта России» ФГУПăн Тав хутне, С.Викторова тĕп бухгалтер «Почта России» ФГУПăн Чăваш Республикинчи УФПСăн Хисеп грамотине, Шăмалакри почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Н.Петрова Тав хутне, Е.Кедрова сортировщица, Кĕçĕн Таяпа почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Н.Семенова Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Тав хучĕсене, Лаш Таяпа почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Л.Игнатьева, Елчĕкри почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕн çумĕ И.Теплова республикăри çыхăну отраслĕн профсоюзĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.
В.СМИРНОВА.