Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарифсем ÿсрĕç

13 июля 2016 г.

2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейĕн мĕнпур регионĕнче коммуналлă пулăшу тарифĕсем ÿсрĕç.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа электроэнергин кашни киловатт сехечĕ хула çыннисемшĕн - 2,98, ялта пурăнакансемшĕн 2,09 тенкĕ, 2015 çулхи раштав уйăхĕнчипе танлаштарсан хула çыннисемшĕн хаксем 18 пус /6,4 процент/, ял çыннисемшĕн 13 пус /6,6 процент/ ÿснĕ.

 Республикăра пурăнакансене ваккăн сутакан çутçанталăк газĕн хакне ЧР Министрсен Кабинечĕ 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнчи 205-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн кашни кубла метр газ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 5,17 тенкĕ пулать, 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнчи хакран 0,13 тенкĕ ÿсет.

Ăшă энергийĕ, ĕçмелли тата вĕри шывăн, пурăнмалли вырăнтан юхтарса кăларакан хура шывăн тарифĕсене ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем çирĕплетеççĕ. Вĕсемпе служба сайтĕнче паллашма пулать.

Коммуналлă пулăшу тарифĕсем ÿснипе çыхăннă ыйтусене çынсене ăнлантарса парас тĕллевпе ЧР конкурент политикин тата тарифсен службинче «хĕрÿ лини» уçнă. Канмалли кунсемпе уяв кунĕсемсĕр пуçне 13 сехетрен пуçласа 17 сехетчен граждансем хăйсен ыйтăвĕсемпе çак телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултараççĕ: /8352/ 64-21-91; 64-21-89; 64-21-92.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика