09 июля 2016 г.
Виçĕмкун пирĕн районта ĕçлĕ тĕлпулупа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов пулнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа пĕрле вăл Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Шăмалак ялне çитнĕ, халăхпа тĕл пулнă, ялта чиркÿ çуртне хăпартасси пирки сăмах пуçарнă. Май пулнипе усă курса шкулпа паллашнă, педагогсемпе тĕл пулнă. Çавăн пекех вĕсем Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕпе Силуан иеромонахпа тĕл пулнă, çĕнĕ чиркÿри строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланнă.