09 июля 2016 г.
РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ амăшĕн капиталĕн 25 пин тенкĕ тÿлевне илме заявленисем йышăнма пуçланă.
Пĕр хутчен паракан тÿлеве ача миçе çултине пăхмасăр кулленхи ĕçсенче усă курма илме пултараççĕ. Тÿлеве илес тесен Пенси фондĕнче тата нумай функциллĕ центрта 2016 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕччен заявлени çырмалла. Заявлени çырма кайнă чухне пĕрле паспорт тата укçа-тенкĕ куçарма банкри счет реквизичĕ пулмалла.
Тÿлеве заявлени панă хыççăн икĕ уйăх тăршшĕнче илме пулать. Амăшĕн капиталĕпе усă курман е кăштах усă курнă районти 676 çемьен çак тÿлеве илме май пур.