Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕпе çунатлă, чунĕпе пуян

09 июля 2016 г.

Ĕçĕпе çунатлă, чунĕпе пуян

Тул çутăлнă кăна-ха. Хĕвел хăйĕн ăшă пайăркисене çĕр çине сапаласа савăккăн кăна ярăнса çÿлелле кармашать. Ял çынни тутлă ыйхăран вăранать. Картишĕнчи сар автан çуначĕсене сарса авăтать, хур-кăвакалĕ çерем çине тухасшăн урамалла талпăнать, ĕне-пăрушĕ те хăйсен сассине параççĕ. Ĕçчен хуçа хĕвелтен маларах тăрса выльăх-чĕрлĕхне пăхать. Хуçалăхра ирхине ĕç самай нумай. Мăшăр ура çинче. Зоя Васильевна  чи малтанах ĕне сурĕ, Петр Алексеевич чăх-чĕпне апатлантарнă хыççăн тулли сĕт витрисене йăтса урама васкарĕ. Сĕт пуçтаракансем çывăрмаççĕ - ирех çитеççĕ хапха умне.

Куллен çапла Ефимовсен çемйинче: иккĕшĕн валли те ĕç çителĕклĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранăран ватлăх енне кайнă пулсан та ÿркенсе лармаççĕ. Ара, ачаран хăнăхнă ĕçе епле пăрахăн?!

- Аш-пăшне, çу-турăхне хамăр туса илмесен ял çыннин ятне илтме те аван мар, - теççĕ вĕсем.

Юр-варне çеç мар, пахча çимĕçĕпе улми-çырлине те хăйсен аллипе çитĕнтереççĕ. Панулми, çырла йывăççи вун-вун тĕрлĕ. Вĕлле хурчĕ тытнăран сиплĕ пыл та сĕтел çинчен каймасть. Хăйсене кăна мар, ачи-пăчине, тăванĕсене те çителĕклĕ. Вĕлле хурчĕ харсăр çынна килĕштерет тени тĕрĕсех, пыл çиесси çăмăл  маррине ачаран лайăх ăнланса ÿснĕ.

Петр Алексеевичпа Зоя Васильевна Ефимовсем ĕнине кĕтĕве хăваланă, чăх-чĕпне «лăплантарнă» хыççăн пÿрте кĕчĕç.  Çамрăк чухне иккĕшĕ те яваплă ĕçре вăй хунăскерсем, тăтăшах юнашар пулма та тÿр килмен. Пенсие тухсан яланах пĕрле, çума-çумăн. Хăйне евĕрлĕ ырă туйăм ку.

Çу кунĕсенче мăнукĕсем ытларах çепĕç те ырă кăмăллă аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патĕнче ирттерме кăмăллаççĕ. Ăшпиллĕ ватăсем мăнукĕсене çав тери тарават. Хăйсен ачисене утьăкка сиктерсе ларма тивменрен мăнукĕсене ача садне вырнаçтаричченех пăхнă. 
Ытарайми мăнукĕсенчен куç илеймен Петр Алексеевич хăй утса тухнă  анлă çулсене аса илчĕ. Тумхахсăр кусмасть пурнăç урапин кустăрмийĕ, мĕн кăна курман, мĕнле çынпа кăна тĕл пулман. Яланах малалла талпăнни, ĕçшĕн хыпса çунни, çемье телейĕшĕн тăрăшни малтан-мала  ăнтăлма йыхравланă ăна. 

Алексей Федоровичпа Анна Андреевна Ефимовсен йышлă çемйинче кун çути курнă Петр ашшĕнех хывнă. Алексей Федорович фронтовик, ялти ăста алăллă платник колхоза та ертсе пынă. Ăна ăста тимĕрçĕ, хурт-хăмăр ăсти пулнипе те таврара лайăх пĕлнĕ. Ашшĕн ăсталăхĕ Ефимовсен аслă ывăлне куçнă. 70 çулхи арçыннăн вăр-варлăхĕ чакман-ха. Никам та яштака та патвар арçынна хăй çулне памасть: çамрăк чухнехи пекех вăй-хал тапса тăрать тейĕн унра, кăн-кăвак куçĕсемпе çынна куçран пăхса ăшшăн пуплет, çын хуйхи-суйхине ăнланса май килнĕ таран лăплантармалли сăмахсем тупать. Пĕрре те ахаль лармасть Петр Алексеевич, пуртă-кĕреçе аври ăсталать, вĕллесем тăвать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырать.

Петр сакăр класс пĕтернĕ хыççăн ялта тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Десантник виçĕ çул Совет Çарĕнче службăра тăнă. Техникăна юратакан каччă Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумне пĕтернĕ. Çамрăк специалист малтанах тăван колхозра автомеханикре, трактор бригадин бригадирĕнче, инженерта, тĕп инженерта вăй хунă. «Урожай» колхозра инженерта тăрăшнă чухне механизаторсен ĕç условийĕсене лайăхлатассишĕн сахал мар тимленĕ харсăр специалист. Ăшă гаражсем туса лартсан каярахпа трактор-автомашинăна уçă вырăнта юсанă ватă трактористсенчен сахал мар ăшă сăмахсем илтнĕ вăл. Ака-сухара та Петр Алексеевич çаврăнăçулăхĕ пысăккипе палăрнă. Уйра ĕçлекен комбайн е ытти техника çĕмĕрĕлсен часах запас пайĕсем тупса килнĕ, хăй те комбайнерпа пĕрле  вăй хунă. Алăсем  мазутпа вараланасси хăратман ăна. Яланах ĕçшĕн хыпса çунакан инженер тăрăшулăхĕнчен  ака-вырма ĕçĕсем  мĕнле вĕçленесси те килнĕ-çке.

«Урожай» колхоз салансан кирек мĕнле шаннă ĕçе те яваплăхпа пурнăçлама хăнăхнă Петр Алексеевича Сельхозтехникăн Елчĕкри уйрăмăн тилхепине шанса параççĕ. Вăл тапхăрта таврара кĕрлесе тăнă предприяти питĕ юхăнса кайнăччĕ. Рабочисем ĕç укçи илеймен. Кĕске вăхăт хушшинчех ĕçе пĕлсе йĕркелеме пултарнăран унти ĕçченсем хаш! сывласа ячĕç. Вăхăтлă ĕç укçи илме пуçланă рабочисем паян Сельхозтехникăна ура çине тăратнă ертÿçĕне  аса илнине пĕрре мар илтме тÿр килнĕ.

Пуян ĕç опычĕ Петр Ефимова район администрацийĕн пуçлăхĕн  пĕрремĕш çумне илсе çитернĕ. Унта ĕçленĕ май аслă пĕлÿ илнĕ. Пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва кайнă.

Тăрăшуллă çыннăн ĕçне хакласа ăна 2002 çулта Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ят панă. Çав çулхинех Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă.

Яланах яваплă çĕрте ĕçленĕ мăшăрне килте курма хăнăхсан  Зоя Васильевна  савăннипе пĕрлех кăштах пăшăрханнă та. Ара, ĕçшĕн çунакан арçын  ватлăха епле кĕтсе илĕ? Ÿркенмен çын пенсире те аптăрамасть, икĕ алла пĕр ĕç тупатех. Çапла пулса тухрĕ те Петр Алексеевичпа. Хуçалăх пĕчĕк мар, унта арçын алли пур çĕрте те кирлĕ.

Курнавăшри Тĕп урамра пурăнакан Ефимовсем тирпейлĕ те хăтлă пурăннипе палăраççĕ. Пĕтĕм мул-пурлăха мăшăр пĕрле пухнă. Петр Алексеевич мăшăрĕпе, Зоя Васильевнăпа, хĕр Чăваш ялхуçалăх институчĕ хыççăн зоотехника ĕçлеме килсен паллашнă. Илемлĕ те сăпайлă хĕре пĕрре курсах килĕштернĕ яштака та патвар каччă. 1971 çулхи утă уйăхĕнче çамрăксем çемье çавăрнă. Унтан тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартнă. Унтанпа 45 çул иртнине сиссе те юлайман шăкăл-шăкăл калаçса ĕмĕрне ирттерекен телейлĕ мăшăр. Темле йывăр вăхăтсем пулсан та вĕсем пурнăçа юратнă, пĕр-пĕрин патне ăшă туйăма çухатман.

Зоя Васильевна та шаннă ĕçе  яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе палăрнă. 20 çул ытла ялти «Ылтăн пулă» ача сачĕн заведующийĕнче чунне парса  вăй хунă. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕ.

Тату та килĕшÿллĕ, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан мăшăр ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ.  Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ. Асли, Вадим, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн директорĕнче вăй хурать. Чăваш Республикин культура министрĕнче те тăрăшрĕ Вадим Петрович. Çак тапхăрта республика шайĕнче те палăрчĕ, тăван ялăн, районăн культура аталанăвĕнче  те ырă йĕр хăварчĕ. Хĕрĕ, Надежда, районти ЗАГС пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ пулса тăрăшать. Сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрать вăл районта. Хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлекенскер район шайĕнче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме ăста.

Петр Алексеевичпа Зоя Васильевна, Дина, Борис, Кирăпа Сергей мăнукĕсем ирхи апат хыççăнах ĕнер палăртнă ĕçсене пурнăçлама васкарĕç: пахчара ăнса пулнă çырласене татмалла, çулнă утта пуçтармалла... Пĕчĕккисем ватăсенчен шит те юлмаççĕ, вĕсем çывăх та юратнă çыннисемпе шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлеме хăнăхнă. Мăнукĕсене вăрттăн сăнаса тăракан ватăсем ку пепкесенчен ырă та пуян чун-чĕреллĕ çынсем ÿсессе шанаççĕ.  Ыррине курма, вĕренме таçта каймалла мар, вăл килте, çемьере туптанать.  Апла пулсан Ефимовсен ырă ячĕ малалла та çĕкленĕ...

В.СМИРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика