09 июля 2016 г.

Иртнĕ эрнере Мускавра «Единая Россия» партин XV съезчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Унта парти суйлав умĕнхи программăна - çĕршывăн пулас пилĕкçуллăхри аталанăвĕ - йышăннă тата сентябрĕн 18-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин суйлавне хутшăнакан кандидатсене çирĕплетнĕ.
«Единая Россия» парти суйлав умĕнхи программăна йышăниччен тĕплĕн хатĕрленнĕ. Съездăн секци ларăвĕсенче тата пленарлă пайра Чăваш Ен делегачĕсем, «Единая Россия» парти тăратнă кандидатсем хутшăннă: Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Ен парламенчĕн вице-спикерĕ, партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата Шупашкар хула Депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Владимиров. Вĕсем ятарлă пресс-конференцинче съездăн тĕп йышăнăвĕсемпе тата хăйсен шухăшĕсемпе паллаштарнă.
Николай Малов съездра парти председателĕ Дмитрий Медведев премьер-министр тата Раççей Президенчĕ Владимир Путин тухса калаçни тĕп самантсенчен пĕри пулнине пĕлтернĕ. Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче парти ĕçне тимлĕн сăнаса пынине палăртнă.
Çавăн пекех Николай Малов «Единая Россия» парти съездĕнче суйлав умĕнхи программăна йышăничченех партин регионти уйрăмĕ «Чăваш Ен - хăтлă пурăнмалли регион. Аталану çул-йĕрĕ» программăна хатĕрлени, вăл Чăваш Республикин çитес пилĕкçуллăхра аталанмалли планĕ пулнине каланă. Тĕллевсенче пĕрпеклĕхсем те нумай. Çакă пĕр-пĕрне ăнланса вăй хунине кăтартать те ĕнтĕ.
Леонид Черкесов та ĕçтешĕн сăмахне çирĕплетнĕ. Вăл «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн представителĕсем хăйсем тума пултарайман ĕçсемшĕн яваплăх илменнине палăртнă. «Пирĕн çынсене пушă сăмах панисем кирлĕ мар», - тенĕ вăл.
Леонид Черкесов съездра «Пурнăç пахалăхĕ» секци ĕçне хутшăннине каласа панă. Унта шăпах эконом-класс йышĕнчи пурăнмалли çурт-йĕр, аталану, тирпей-илем çинчен ыйту çĕкленĕ. Шупашкарта кивĕ çуртсенчен çĕннисене куçарнă тĕслĕх тĕлĕнтернĕ, çавна май ытти регионсенчи хула пуçлăхĕсем ун патне канаш ыйтма пынă.
РФ Патшалăх Думин вĕрентÿ комитечĕн председателĕн çумĕ А.Аршинова «Вĕренÿ» профильлĕ секцире çĕкленĕ ыйтусем пурте тивĕçлĕ татăласса шантарнине пĕлтернĕ. «Вĕрентÿ çинчен» калакан саккуна тÿрлетÿсем кĕртнĕрен ача сачĕшĕн, вăрăмлатнă кун йĕркипе вĕреннĕшĕн, студентсем общежитире пурăннăшăн тÿлессине ÿстерессине чарса лартаççĕ. Çавăн пекех «Шкул автобусĕ» программа та çĕнĕрен хута каймалла.
Депутат пулма кандидата тăратнă Н.Владимиров съезд евĕрлĕ мероприятисем пĕр площадкăра тĕрлĕ регионти профессионалсем пухăнса кирлĕ ыйтусем çĕкленине ырланă. Унăн шухăшне Челябинск облаçĕн представителĕсем те мала хунă.
Малтанхи сасăлавра Канашри пĕр мандатлă суйлав округĕнчен тăратнă Н.Малов патне те ыйтусем пулнă.
«Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ пулнă май маншăн юлашки результат пĕлтерĕшлĕ, команда интересĕ. В.Путин калашле, суйлава хутшăнакан кандидатсем çĕршыва ертсе пыракан çак партин шанăçлă çыннисем», - хушса хунă Н. Малов.