09 июля 2016 г.

Чăваш Наци библиотекин конференц-залĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова журналистсемпе тĕл пулнă.
Алена Аршинова Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче 2012 çулхи мартăн 28-мĕшĕнчен. Вăл унта Чăваш Республикин интересĕсене хÿтĕлет. Çĕршывăн саккунĕсем кăларакан тĕп органĕнче мĕнле ĕçсем туни çинчен чарăнса тăнă та тĕлпулура Алена Игоревна.
Депутат полномочийĕсене илнĕ хыççăн Алена Аршинова хăйĕн тивĕçне туллин, яваплăха туйса пурнăçлама тытăннă. Вăл 59 саккун проектне хатĕрлеме хутшăннă. Парламентăн вĕренÿ комитечĕн председателĕн çумĕ пулнă май, 14 саккун проекчĕ вĕренÿпе тÿрремĕн çыхăннă. Икĕ çул каялла Алена Аршинова чи эффективлă депутат ята тивĕçнĕ. Вăл нихăçан та пурнăç ыйтăвĕсенчен айккинче тăмасть. 4 çул ытла депутат ларусене активлă хутшăнать. Çак тапхăрта вăл Патшалăх Думинче 150 хут ытла, çав шутран 33 хут пленарлă ларусенче тухса калаçнă, тĕрлĕ сĕнÿсем панă. Раççей Правительствин членĕсемпе, тĕрлĕ шайри министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисемпе 80 ытла тĕл пулнă. Ĕçне кура усси те сахал мар. Алена Аршинова «Единая Россия» партин «Ача сачĕсем - ачасем валли» федераци проектне ертсе пынă май, федераци бюджетĕнчен ача сачĕсем тума тата çĕнетме Чăваш Ене 1,6 млрд тенкĕ явăçтарма май килнĕ. Çак укçа-тенкĕпе çĕнĕ 33 ача садне хута янă. 12 пин ытла ача вĕсене вырнаçнă.
Алена Игоревна ача сачĕсем тума тата вĕсене çĕнетме субсиди уйăрмалли калăпăшне шутламалли методикăна улăштарнă çĕре хутшăннă. Çавна пула Чăваш Ен малтан палăртнинчен ытларах - 480 миллион тенкĕ вырăнне 614 миллион тенкĕ илнĕ.
Алена Аршинова ашшĕ-амăшĕ ачасем ача сачĕсене çÿретнĕшĕн тÿлемелли хака тĕрĕс палăртассипе, ача сачĕсене тупăшран тÿлекен налукран, РФ Налук кодексне ашшĕ-амăшĕн тÿлевне НДСран хăтарассипе те сахал мар ĕç, пуçару тунă.
Çакăнпа çеç лăпланса лармасть Патшалăх Думин депутачĕ - пĕтĕмĕшле вăтам, ятарлă професси паракан вăтам, аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи лару-тăру та хумхантарать ăна. Студентсен общежитийĕсенче пурăннăшăн сăлтавсăр хаксем ÿсессине хирĕçлет. Ытти нумай-нумай ыйтусене татса парассипе те тимлет. Акă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ инжиниринг центрне йĕркелессипе тата аталантарассипе патшалăх енчен пулăшу парас енĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ. Вăл 2 çул хушшинче федераци бюджетĕнчен 100 миллион тенкĕ укçа илĕ. Çакă депутатăн, университет сотрудникĕсен, Чăваш Республикин влаç органĕсен пĕрлехи çитĕнĕвĕ.
Ялти шкулсенче спорт залĕсене тĕпрен юсамалли тата реконструкцилемелли федераци программине Чăваш Енре пурнăçа кĕртессинче те депутатăн тÿпи пысăк. Республикăри 72 шкулăн спорт залне юсанă. Кăçал та 24 шкулта спорт залĕсене çĕнетме палăртнине пĕлтернĕ Алена Аршинова.
Халĕ федерацин çĕнĕ шкулсем тумалли тата вĕсене çĕнетмелли программине пурнăçа кĕртме пуçăнчĕç. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн Комсомольски районĕнчи Элпуç ялĕнче шкул хута кайĕ. Çавăн пекех Шупашкар хулинчи Гладков урамĕнче те çĕнĕ вĕренÿ заведенине тума пуçăннă. Алена Аршинова палăртнă тăрăх, çĕнĕ программăпа Чăваш Енри шкулсем çĕнелессе, вĕсем паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерессе шанса тăрать.
Патшалăх Думин депутачĕн ĕçĕ-хĕлĕ вĕренÿпе çеç çыхăнман. Алена Аршинова тăрăшнипе çар хирĕçтăрăвĕсен ветеранĕсем, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕ хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем аслă шкулсене вĕренме кĕмелли çăмăллăхсемпе усă курмалли йĕркене, шкулсене лайăх паллăпа çеç пĕтернĕ выпускниксене ылтăн медальпе тивĕçтерессине сыхласа хăварма май килнĕ.
Республикăри журналистсемпе ирттернĕ тĕлпулура Алена Аршинова хальхи вăхăтра обществăна, çынсене хумхантаракан ытти ыйтусенте тишкернĕ, журналистсен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем панă.
Алена Игоревна хăйĕн сăмахĕ çине тăма хăнăхнă.
А.КАРЛИН.