09 июля 2016 г.
1709 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче Полтава патĕнче вырăс çарĕсем Швецин çарĕсене çапса салатнă.
1700-1721 çулсенче чăн-чăн вырăс çĕрĕсене каялла тавăрас тата Балти тинĕсне тухас тĕлĕшпе Раççей Швеципе Çурçĕр вăрçине тăснă. Шведсен XII Карл королĕн çарĕ тата флочĕ чи лайăххисенчен пĕри шутланнă. Вăл вăрçăн малтанхи çулĕсенче Польшăпа Саксонин, унтан Раççей çарĕсене çĕнтернĕ, Смоленскпа Мускава тытса илме тĕллев лартнă. 1709 çулта, çуркунне XII Карл Харьков тата Белгород хулисем урлă Мускава похода тухма тĕв тытнă. Тĕп çапăçура вырăс çарне çапса салатас тĕллевпе вăл хăйĕн çарĕн çулĕ çинче ларакан Полтавăна хăвăрт тытса илме шутланă.
Полтава гарнизонĕнче 4 пин салтак тата хĕç-пăшалланнă 2,5 пин хула çынни пулнă. Хулана хÿтĕлекенсем тăшманăн пĕтĕм атакине сирсе янă. Çакăнта шведсен çарĕ 3 уйăх ытла чарăнса тăнă. Çав вăхăтра вырăссем тĕп çапăçăва хатĕрленсе çитнĕ.
1709 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче вырăс полкĕсем Полтава çывăхĕнчи Ворскла юханшывĕн çыранĕнче чапа тухнă шведсен çарĕ çине вăйлăн тапăннă. Тăшманăн 9 пин салтакĕ вилнĕ, 19 пинĕ, çав шутра генералсем те тыткăна лекнĕ. Çавăн пекех шведсен 137 ялавĕпе штандартне тытса илнĕ. Вырăссен 1345 салтакĕ вилнĕ, 3290-шĕ аманнă. Швецин çапса арканнă çарне хăваланă май Меньшиковăн утлă çарĕ Днепр çывăхĕнчи Переволочна ялĕ патĕнче 15 пин шведа тыткăна илнĕ.
XII Карл Мазепа сутăнчăкпа тата пысăк мар хуралпа Турцине тухса тарнă.
Шведсене Финляндирен, Польшăран, Прибалтикăран хăваласа янă. Полтава çывăхĕнчи çĕнтерÿ Çурçĕр вăрçин шăпине татса панă.