Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район çыннисене - Юрий Попов парни

06 июля 2016 г.

Район çыннисене - Юрий Попов парни

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов «Фотолетопись России» альманахăн «Фоторепортеры на войне» ятарлă кăларăмне районти тĕп библиотекăна парнеленĕ.

Кăçал пирĕн çĕршыв  1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине уявларĕ.

Эпир çав хăрушă вăрçăран таврăнайман паттăрсен ячĕсене  яланах асра тытатпăр, тăнăçлăха сыхласа телейлĕ пурнăç пилленĕ ветерансен умĕнче пуçсене таятпăр. Паттăрлăх вилĕмсĕр, çакăн пек çĕнтерÿ хуçисем пулма вара пысăк чыс кăна мар, пысăк яваплăх та. Аслă вăрçа Чăваш Енри 208 пин çын ытла хутшăннă, вĕсенчен çурри ытла хăйсен пурнăçне Аслă Çĕнтерÿшĕн панă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов районти библиотекăсен пĕрлештернĕ системин муниципаллă  культура учрежденине сайра тĕл пулакан издание парнелерĕ.

- Елчĕк районне «Фоторепортеры на войне» фотоальбома çамрăксене патриотла воспитани пама пулăштăр тесе тата вăрçă тата ĕç ветеранĕсене чун-чĕререн хисеплесе парнелетĕп. Шансах тăратăп, çак кĕнеке аслă ăрури çынсемшĕн кăна мар, çамрăк ăрушăн та интереслĕ пулĕ, вăл пирĕн Аслă Çĕнтерÿ историйĕн паллă мар  страницисене уçать, - тесе палăртрĕ Юрий Алексеевич библиотека фондне кĕнеке парнеленĕ май.

Альманахăн ятарлă кăларăмне патшалăхăн укçи-тенкипе кăларнă,  вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн ятарлă грантне тивĕçнĕ. Издание  вăрçă вăхăтĕнчи фоторепортерсен, хальхи авторсен тата çемье архивĕнче упранакан сăнÿкерчĕкĕсем кĕнĕ. Ку вăл  сăнÿкерчĕк урлă каланă çирĕммĕш ĕмĕрти вăрçăсен чăнлăхĕн калавĕ.

Çак хаклă та сумлă парнепе вулакансем районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче паллашма пултараççĕ.

сăнÿкерчĕкре: Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин парнене Наталия Романовăна парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика