06 июля 2016 г.
Шăмалакри Усановсем, ÿсĕмне кура мар, çу кунĕсенче пĕрре те ларса канма пĕлмеççĕ. Шăрăх çанталăк çунтарнине пăхмасăр лаша кÿлеççĕ те вăрмана васкаççĕ. Хăйсем кăна мар, ÿркенмен ватăсене те пĕрле лартса каяççĕ. Клавдия Дмитриевна çырла вырăнĕсене лайăх пĕлет, çавăнпа унпа пĕрле кайма тăрăшаççĕ çамрăксем. Вăрманта кун иртни те сисĕнмест, витри-витрипе çырла, çумăр хыççăн кăмпа татса килет кил хуçи хĕрарăмĕ. Питрав çитиччен хурăн милĕкне кăна мар, ытти сиплĕ йывăçран та милĕк хатĕрлеме тăрăшаççĕ.
Хĕл кунĕнче вара сĕтел çинчен варени, кăмпа тата ытти тутлă çимĕç татăлмасть Усановсен. Амăшĕ ачисем валли те çителĕклех хатĕрлет. Вĕсем тăван киле манмаççĕ, май тупăнсанах вăрман сывлăшĕпе киленме, ашшĕ-амăшне савăнтарма килеççĕ.
Хăй вăхăтĕнче Клавдия Дмитриевнăн мăшăрĕ те, Александр Степанович, пушă вăхăт тупăнсанах вăрмана çул тытнă. Халĕ ерçеймест иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Çавăнпа лаша тилхепине ытларах Володя ывăлĕ тытать. Вăл пĕрле пурăннăран ватăсене самай çăмăл. Тем тесен те ватлăх хăйĕннех тăвать: çамрăклăхри вăр-варлăх чакать...
- Чун кăна вунçиччĕре тесе ахаль каламаççĕ иккен. Чăннипех çапла. Сакăр теçетке çул урлă каçрăмăр пулсан та чун ватăлмасть, - тет Клавье аппа.
Утмăл çул шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ Клавдия Дмитриевнăпа Александр Степанович.
Ялти хисеплĕ ватăсем килен çынна пурне те тарават. Кăмăллăн та ăшпиллĕн кĕтсе илеççĕ. Сăпайлăскерсем хăйсем ялти ытти мăшăрсем пекех хресчен пурнăçĕпе киленсе пурăннине, мухтанмалли нимĕн те çуккине пĕлтереççĕ.
- Сирĕн пек утмăл çул алла-аллăн тытăнса пурăнакансем питех йышлă мар. Пурнăç телейĕ çакă мар-и? - тесе ыйтатăп сумлă мăшăртан.
- Хĕрарăм телейĕ, паллах, ытларах арçынтан килет. Чи малтанах хĕрарăма арçын хисепĕ, ăшăлăхĕ кирлĕ. Ялти чылай хĕрарăм ĕçре правур, çемье ăшшине упрассишĕн, ачисене ура çине тăратассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшать, - тет Клавдия Дмитриевна.
Турă çырни пÿрт умне килет теççĕ те, Клавьене вара, ĕлĕкхи йăлапа, Санькка 19 çулта чухне вăрласа кĕнĕ. Шăмалак каччи Яманчÿрел хĕрне вăйăра пĕрре курса килĕштернĕ те текех вĕçертмен.
- Утмăл çул хушшинче йывăрлăхĕсем те, хуйхи-суйхисем те пулчĕç, çапах иксĕмĕрĕн пĕр сукмакпа утма тÿр килнĕшĕн ÿкĕнмен, - пĕлтерет Клавье аппа.
- Çамрăк чухне пур енĕпе те питĕ маттурччĕ вăл. Паян та чун-чĕререн юрататăп мăшăрăма, - тет Санькка пичче.
Александр Степанович нумай ачаллă çемьере ÿссе çитĕннĕ. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн тăван колхозра ака-суха тунă çĕре хутшăннă. Пĕве çитсен салтака кайнă. Тăватă çул Сахалинта службăра тăнă хыççăн тăван яла таврăннă, салтакра илнĕ специальноçпа ĕçлеме пуçланă. Ун чухне «Слава» колхоза шоферсем питĕ кирлĕ пулнă. И.Денисов председатель хуçалăха килнĕ çĕнĕ автомашинăна тÿрех маттур каччăна шанса панă. 1956 çултан пуçласа 1992 çулччен ?44 çул/ алăран руль яман пултаруллă шофер. Тăрăшуллă ĕçшĕн панă наградăсем сахал мар ĕç ветеранĕн.
Клавдия Дмитриевна та мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван колхозра вăй хунă. Хăй кăна мар, ултă тĕпренчĕкне ертсе, çу кунĕсенче колхоз хирĕнчен кĕме пĕлмен. Çамрăкрах чухне грузчикре тăрăшнă. Патвар хĕрарăм ачи-пăчине мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçтарнă.
- Алăсенче ĕç вĕренĕ чухне вăхăт иртни сисĕнместчĕ. Халĕ те вăй-хал çитнĕ таран ĕçпе йăпанатăп. Кил картине пушă тытмастпăр, - тет тарават кил хуçи хĕрарăмĕ.
Санькка пичче мăшăрне кулленхи ĕçре пулăшу аллине тăсаймасть пулсан та ăшă сăмахсемпе хавхалантарать.
- Пире, арçынсене, хĕрарăмсăр йывăр. Мăшăрпа çав тери телейлĕ эпĕ. Ĕмĕр пĕр-пĕрне шанса, хисеплесе пурăнатпăр. Мĕн çĕре кĕриччен ăшă туйăмсем сĕврĕлмĕç, - тет 84 çулхи арçын.
Усановсен кевер туйне ачи-пăчи, мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем пуçтарăннă. Епле савăнмăн? Ырă, сывă ашшĕ-амăшĕ паян та ачисене ырă сĕнÿ-канашпа хавхалантараççĕ. Тăхăр мăнукĕпе тăхăр кĕçĕн мăнукĕ вĕсен йăхне малалла тăснишĕн хĕпĕртеççĕ. Апла пулсан пурнăçа ахаль пурăнса ирттермен. Пĕчĕккисем аслашшĕ-асламĕшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн мăйĕнчен уртăнса ытамланинчен, çепĕççĕн кăна вĕсене юратса чĕннинчен ырри мĕн пултăр.
Ултă тĕпренчĕкĕ ÿссе çитĕнсе çунат сарса тухса кайнине те сиссе юлайман ашшĕпе амăшĕ. Асли, Анатолий, ялтах хунав янă. Николай çемйи Ульяновск облаçĕнче пурăнать. Виççĕмĕш ывăлĕ Валерий çамрăклах чире пула çĕре кĕнĕшĕн ашшĕпе амăшĕ сахал мар куççуль юхтарчĕç. Володя тĕп килте, хуçалăха юхăнтарас мар тесе тимлет. Йĕкĕреш Татьянăпа Надежда Тольятти хулинче тĕпленнĕ. Кашни ывăл-хĕрĕ хăйсен ĕçĕнче чăн ăста. Ырă хунавран ырă çимĕç çитĕнетех. Акă вăл çемьен чăн-чăн пуянлăхĕ.
Усановсен ывăлĕсем пурте салтак атти тăхăннă. Иккĕшĕ Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă вăхăтра ашшĕпе амăшĕн чĕри вут-çулăмпа çуннине аса илеççĕ.
- Пысăк пуянлăх илĕртмен пире. Хамăр алăпа лартнă капмар çуртра ача-пăча сак тулли ÿснĕ. Вĕсем эпир усал сăмахпа хирĕçнине илтмен. Хамăрăн тĕслĕхпе эпир юрату хăватлă туйăм пулнине кăтартма тăрăшнă. Ачасем те пирĕн пек çемьере пурнăç илемне тупчăр тетпĕр. Ача-пăча чи малтан ашшĕ-амăшне хисеплетĕр, вара çынлăхран тухмĕ, - теççĕ Клавдия Дмитриевнăпа Александр Степанович.
Халĕччен вара вĕсем ывăл-хĕрĕсенчен усал сăмах илтсе курман. Çакă темле хаклă мултан та сумлă.
- Сар хĕвел тем пек хĕмне сапсан та кил ăшшине пурпĕрех çитмест. Тăван кил ăшши нихăçан та ан иксĕлтĕр, - тесе ăсатрĕ Клавье аппа.
В.АЛЕКСЕЕВА.