06 июля 2016 г.
Пирĕн анне, Антонина Васильевна Миллина, 1926 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче Ĕнел ялĕнче Николаевсен çемйинче кун çути курнă. Ачалăхĕ çăмăлах иртмен унăн. Мĕн ачаран колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Маларах амăшĕ çумĕнче ĕçлесе çÿренĕ, тулă, сĕлĕ анисене çумланă, пучах пуçтарнă. Каярах 10-12 çулхи хĕрача «Пахарь» колхоз бригадинче звеновод пулса ĕçленĕ. Ака-суха вăхăтĕнче ытти ачасемпе пĕрле кĕлетрен хире кÿме ураписемпе вăрлăх турттарнă.
- Пĕррехинче Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялне вика вăрлăхĕ илме пысăк ушкăнпа кÿме ураписем туртса кайрăмăр. Ирхине тухса кайнă та хĕвел аниччен çитес çĕре çитрĕмĕр, çĕр каçма ырă çынсем хваттере ячĕç. Тепĕр кунне урапасем çине икшер михĕ вăрлăх тиесе каялла тертленсе килтĕмĕр. Çăпата урана хăшканипе чăтма çук ыратать. Çапах та йывăр пулсан та чăтнă. Колхоз ĕçĕнчен кăштах пушансан бригадăсене крахмалзавода ĕçлеме илсе каятчĕç. Унта тырă ани çумлама пулăшнă. Шăрăх çанталăкра ĕçме шыв та çукчĕ, апачĕ те пулман. Ĕçленĕшĕн вара икшер витре типĕ мезга паратчĕç, - куççулĕ витĕр аса илет анне.
1942 çулта ашшĕне, Василий Николаевич Николаева, вăрçа илсе кайнă. Çулталăкран вăл паттăррăн çапăçса вилни çинчен хут илеççĕ. Çемьере анне асли пулнă май 3 йăмăкĕпе 2 шăллĕне хÿтĕлеме тивет. Тертлĕ пурнăçа пăхмасăр Елчĕк шкулĕнче 10 класс вĕренсе пĕтерет. Шут ĕçне лайăх пĕлнĕрен ăна колхозра бригадир пулăшаканĕ пулма çирĕплетеççĕ.
Вăрçă чарăнсан 1946 çулта колхозран икĕ хĕрачана /тепри тантăшĕ Федорова Марчук/ «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль парса чысланă.
1948 çултан пуçласа Елчĕкри халăх сучĕн секретарĕнче пĕр улшăнмасăр 52 çул тăрăшать. Ĕçленĕ вăхăтра 9 хутчен суд заседательне суйланă, тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе парнесене илме тивĕç пулнă. Паянхи кун та ĕçленĕ юлташĕсем манмаççĕ аннене, пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Мăшăрĕпе, Александр Георгиевич Миллинпа, хĕрпе 3 ывăл çитĕнтернĕ. Атте пурнăçран ир уйрăлса кайнине пула пире аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларма пĕрре те çăмăл пулман аннене. Çавăншăн эпир анне умĕнче çĕре çити пуç таятпăр.
Анне çак çула çитсе çынпа вăрçăнса курман, ял хушшинче ватти-вĕттишĕн те хисепре вăл. Хуть кама та тĕрлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшма пултарать. Касри вĕтĕр-шакăр яланах ун çумĕнче явăнать, вĕсене хăйĕн çепĕçлĕхĕпе тыткăнлать вăл.
Кил-картишĕнче те вăй çитнĕ таран чăх-чĕпсене пăхма ÿркенмест. Кĕçĕн ывăлĕн çемйипе килĕштерсе, савăнса пурăнать пирĕн анне.
Эпир хамăрăн хаклă çыннăмăра, юратнă аннене, ăшпиллĕ асаннене, ытарайми кукамая, хисеплĕ тăхлачăна - Патреккел ялĕнче пурăнакан Антонина Васильевна Миллинăна 90 çулхи юбилей ячĕпе ыр сунса, чунтан пуç тайса саламлатпăр. Малашне те пурнăçăн анлă сукмакĕпе çирĕппĕн утма Турă çирĕп сывлăх, телей, пархатарлă кун-çул пиллетĕр сана. Çывăх çыннусен юратăвĕпе тимлĕхĕ куллен телей те савăнăç, хавхалану кÿтĕр. Ачусен хисепне туйса, мăнукусен çитĕнĕвĕсемпе савăнса ĕмĕр-ĕмĕр ялан ырă курса, çут тĕнче илемне юратса пурăн.
Хĕрĕпе кĕрÿшĕ, ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсемпе тăхлачăшĕсем.