Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта йĕркелĕх хуçаланать

02 июля 2016 г.

Ялта йĕркелĕх хуçаланать

Ĕнер, июлĕн 1-мĕшĕнче, «Ялта йĕрке - çĕршывра çителĕклĕ пурнăç» ятпа иртекен Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ пуçланчĕ.

Паянхи пирĕн тĕллев - çĕршыв пĕлтерĕшлĕ асăннă мероприятие районта ăнăçлă тата тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттересси. Çырав пуçланнă кунхине эпир ирхине сакăр сехетрех иккĕмĕш çырав участокне кĕрекен Елчĕк ялĕнчи Больница урамĕнчи Валерий Соколовăн уйрăм хушма хуçалăхĕнче пулса куртăмăр. Çирĕп хуçалăх тытса пыракан кил хуçи пире тараватлă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕ, ялхуçалăх çыравĕ ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансене  пурне те, çав шутра уйрăм çынсене те пырса тивнине лайăх пĕлсе тăраканскер, ыйтса пĕлнĕ информаци статистика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне питех те кирлĕ пулнине асра тытса çыравçă ыйтăвĕсем çине тĕрĕс хуравсем пачĕ.

- Çырав çĕршыва малалла çĕклеме, тĕллевлĕ пулăшма кирлĕ. Çакна шута илсе пирĕн пурин те, пĕр çын пек пулса, çак ĕçе яваплăха туйса хутшăнмаллине ăнланатпăр, - тесе палăртрĕ Валерий Георгиевич.

Елчĕкри Соколовсен уйрăм хушма хуçалăхĕ 1500 тăваткал метр çĕр лаптăкĕпе /çурт-йĕре, хуралтăсене шутласа/ усă курать. Анчах унта вĕсем мĕн тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла кăна туса илмеççĕ! Пĕр сăмахпа, типтерлĕ хуçасем пĕр пусăм çĕре те усăсăр сая ямаççĕ. Парникре çитĕнекен хăяр апрель уйăхĕнчен тытăнсах тухăçлă çимĕçĕпе савăнтарать, юнашарти парникре 100 тĕпе яхăн помидор çитĕнет, çулçине курмарăмăр, анчах помидорĕ хĕп-хĕрлĕ. Пыл хурчĕсен пурнăçне лайăх пĕлекен кил хуçи уйрăм хушма хуçалăхра нумай çултанпа хурт-хăмăр та ĕрчетет. Пыл паракан ÿсен-тăрансене, вĕсем ăçта, мĕнле тăпра çинче ÿснине, чечеккисем мĕнлине, мĕнле çанталăкра мĕн чухлĕ нектар кăларнине лайăх пĕлет В.Соколов.

- Унсăрăн ăнăçлă çулсенче те пылсăр юлма пултарăн, - тет вăл. Шалти ĕçсен органĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хурт-хăмăр ăсти ялхуçалăхне те пĕлет - универсаллă специалист. Вăл - зоотехник, агроном, механизатор, технолог, натуралист, рабочи, ветеринари тухтăрĕ те...

Светлана АРХИПОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Елчĕк ялĕнчи иккĕмĕш участокри çыравçă Вера Блинова Валерий Соколов уйрăм хушма хуçалăхĕнче çырав ирттерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика