02 июля 2016 г.
Чул хушшипе çăлкуç юхать,
Сан сассу пек шăнкăртатса...
Çук. Санăн куçу та, Санăн сассу та маррине пĕлетĕп. Анчах мĕн тăвăн-ха, манăн куç умĕнче санăн сăну çуталса тăрать, сассу хăлхамра янăрать пулсан? Мĕншĕн эсĕ тухса кайма пĕлместĕн манăн ăсăмран? Тен, эпĕ хамах айăплă çак иртсе кайми, ялан арăсланса та аталанса пыракан, сиплеме тата кăштах та пулин лăплантармалли çулне пÿлме пултарайманран? Е, чăннипе илсен, ăна сиплемелли е пÿлсе лартмалли хăюлăх çулĕ çине тухма хăранăран? Мĕншĕн тесен эпĕ те, эсĕ те... çав çул çине ăнсăртран лекрĕмĕр те... пире темле асамлă вăй çавăнтах тытса чарса уйрăлайми чатăр ăшне чĕркесе чикрĕ пулсан?..
Çав-çавах илтетпĕр пур çĕрте те янăракан халăх юррин сăмахĕсене:
...Хĕвел анать, хĕвел анать...
Антăрах хĕвелĕ,
Уйăх юлать.
Тăван каять, тăван каять,
Кайтăрах тăванĕ -
Кÿршĕ юлать.
Анчах... Эсĕ, яланах куçăм умĕнче тăраканскер, манăн умран ниçта та каймастăн-çке! Сана е мана такам пĕр вĕçĕмсĕр çывăхлатса, уйрăлмалла мар тытса тăрать пулĕ-и?
Апла пулсан, Санăн манпа уйрăлма, манăн сана пăрахса кайма çитерейми хăват çук пулĕ-и?.. Камран, мĕнле ырă çынран е тăшманран кивçене те пулин илмелле-ши çак хаклă ытарайми е хăрушă хăвата?
Илтетĕп: «Турăран, çÿлти хăватран пулăшу ыйтăр», - теççĕ чылайăшĕ. Анчах, каласси, сĕнесси çăмăл та, ĕçне тăвасси, чĕре çумĕнчи туйăма аркатасси... Пĕлместĕп, пурте тума вăй-хăват çитерет-ши ăна? Шăпах манăн çав пултарулăх, хамăн ырă, чун çывăх çыннăма хирĕçле утăм тума, унăн чунне аркатмалли тата кăмăлне хуçмалли хăватăм тата эмелĕм пулаяс çук-çке. Вăл... пулмасть те пулĕ? Кам шутласа тупĕ-ши ăна е хăçан сутма пуçлĕç-ши çав им-çама аптекăсенче е чун сиплевĕн хушма офисĕсенче?
Пĕлетĕп, ку чир пĕрин кăна мар. Апла пулсан, вăл сиплĕхе шыракансем йышлăнах пулма пултараççĕ. Кам хурав парать?
Хĕветĕрпе унпа уйрăлайми Хĕветле.