Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма ăнăçлă ирттĕр

02 июля 2016 г.

Районти ялуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем кăçалхи хĕрÿ тапхăра - вырмана хатĕрленнине тĕрĕслекен комисси çула тухнă.

Смотрăн тĕп тĕллевĕсем - техника хатĕрĕсемпе асăрхануллă тата туллин усă курасси, хăрушсăрлăх техникин йĕркисене пăхăнасси, тĕш тырă пухса илекен тата çĕр хатĕрлекен техника çине тиенекен тиеве чакарасси, вырма вăхăтĕнче уй-хирте пурнăçламалли калăпăша палăртасси, уй-хирти кĕрхи ĕçсене агротехника палăртнă вăхăтра пурнăçласси, выльăх апачĕ хатĕрлессине вăйлатасси.

Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертÿçи П.Тремасов ертсе пыракан комисси йышĕнче патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертÿçи А.Соловьев, агрохимин Чăваш Енри службин специалисчĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем кĕреççĕ.

Çак кунсенче районти комисси «Рассвет», «Сатурн», «Колос» ЯХПКсенче, «Урожай», «Клевер», «Нива» агрофирма» ОООсенче, Тăрăм тата Курнавăш ял тăрăхĕсенче вырнаçнă хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пулчĕ. Комисси «Рассвет», «Сатурн», «Нива» агрофирма», «Урожай» хуçалăхсем вырмана лайăх хатĕрленнине палăртрĕ. Вĕсенче ялхуçалăх техникине çĕнетнĕ, механизатор кадрĕсемпе туллин тивĕçтернĕ.

/Хамăр корр./.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика