02 июля 2016 г.
Кăçалхи июнĕн 15-24 мĕшĕсенче районта оперативлă профилактикăн «Парăмçă» мероприятийĕ иртрĕ.
Административлă штраф - çынна тÿрĕ çул çине тухма паракан айăплавсенчен пĕри. Анчах та çакна хăшĕ-пĕри ăнланмасть, штраф тÿлемесĕр тепĕр хут саккунсене пăсма хăтланать. РФ КоАП 20.25 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн, административлă штрафа вăхăтра тÿлеменшĕн унăн маларах палăртнă суммин икĕ хут чухлĕ штраф тÿлеттерме, административлă йĕркепе 15 талăка арестлеме е тĕп ĕçрен пушансан 50 сехете яхăн тÿлевсĕр ĕçлеттерме пултараççĕ. Суд кирек мĕнле йышăну кăларсан та, айăпа кĕнĕ çыннăн малтан палăрнă административлă штрафа тÿлеме тиветех. Административлă право йĕркине пăсни çинчен протокол хатĕрленĕ чухне айăпа кĕнĕ çын /парăмçă/ хутшăнмасса та пултарать. Çапах та маларах айăпçăна протокол хатĕрлемелли вырăн, вăхăт пирки пĕлтермелле, правасемпе тивĕçсем пирки ăнлантармалла. Çак ĕç пирки йышăнăва суд çеç палăртать. Палăртнă вăхăтра штрафа тÿлемен çын суд приставĕсен аллине «çакланать». Административлă штрафа федерацин «Суд йышăнăвĕсене пурнăçласси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн ирĕксĕрлесе шыраса илеççĕ. Çакна суд приставĕ саккунсемпе килĕшÿллĕн пурнăçлать.
Парăма кĕнĕ çынсене ют çĕршыва тухса кайма чараççĕ, банксенчен кредитсем илме ирĕк памаççĕ, вĕсем çĕнĕ ĕçе йывăрпа вырнаçаççĕ, страховани компанийĕсемпе килĕшÿсем йĕркеленĕ май тĕп тариф ставкисене палăртнă чухне йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ.
В.МЕКШЕЕВ,
полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн ОУУП тата ПДН ертÿçи.