02 июля 2016 г.
Елчĕк район сучĕ Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче çутçанталăка сыхлас енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен гражданла ĕç тишкернĕ.
Район прокурорĕ Елчĕк район судне Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Яманчÿрел, Шăмалак тата Вăрăмхăва ялĕсен территорийĕсенче çутçанталăк сыхлавĕн саккунĕсене пăхăнманнине тишкерсе хак памалли пирки тавăç тăратнă.
Прокуратура ĕçченĕсем майăн 18-мĕшĕнче ирттернĕ тĕрĕслевре Яманчÿрел ялĕ çывăхĕнчи икĕ вырăнта, Сортировочная урамри çырмара, Шăмалакри пĕртăван Денисовсен ячĕпе хисепленекен урамра, Яманчÿрел тата Çамрăксен урамĕсене пĕрлештерекен çырмара, вăрман çывăхĕнчи лаптăкра, Вăрăмхăвари 450 метр инçĕшĕнчи ялхуçалăх тĕллевлĕ çĕр лаптăкĕнче çÿп-çап куписем пухăнса кайнине тупса палăртнă.
Йăлара усă курнă каяшсене, çÿп-çапа пухас тата ăна ятарлă свалкăна тиесе тухассишĕн тÿрремĕн яваплă пулса тăракан Лаш Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек йĕркелеймен. Çапла майпа саккуна пăхăнмасăр йĕркеленĕ свалкăсем çын сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн тата тăван тавралăхшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Елчĕк район сучĕ Лаш Таяпа ял тăрăхĕн администрацине палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме, йăлари каяшсене тата ытти çÿп-çапа суд йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕнĕренпе 2 уйăхри тапхăрта пухса тиесе тухма, тасатма хушнă.
Г.ЧЕРНОВА,
район сучĕн председателĕн пулăшуçи.