02 июля 2016 г.
Çуллахи шăрăх кунсенче ялта тата хулара пурăнакансем шыв çывăхне туртăнаççĕ. Ара, уçăлас килет-çке! Анчах та, питĕ шел, кану вăхăтĕнче асăрхануллăрах тата тимлĕрех пуласси пирки манаççĕ. Çакă вара пысăк инкек патне илсе пырать.
Шыва кĕрес умĕн юханшыва е кÿлле тĕплĕн тĕпчемелле. Вĕсем таса, ăшăх, унсăр пуçне тĕпĕ тÿрĕ те хăйăрлă пулмалла. Çавăн пекех юханшывсенче шыв юхăмĕ ытлашши пысăк кирлĕ мар. Авăрсенчен те сыхланмалла.
Ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕсемпе асламăшĕсем, кукашшĕсемпе кукамăшĕсем! Ачасене нихăçан та пĕччен ан хăварăр! Уйрăмах шыв çывăхĕнче тимлĕ пулар.
Л.ЕГОРОВА,
çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор.