29 июня 2016 г.
Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивалĕ çĕршывăн культура пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать. Шупашкар унăн хăнисене пĕрремĕш хут 24 çул каялла йышăннă.
Вăлмалтанхи тапхăрти «Атăлçи çăлкуçĕнчен» çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулса тăчĕ. Чăваш Енре АПШ, Бельги, Итали, Венгри, Египет, Иран, Болгари, Чехи, Намиби, Германи, Беларуç, Эстони тата ытти çĕршыв артисчĕсем пулса курнă. Фестиваль республикăра пурăнакансемпе хăнасене наци культурисен илемĕпе пуянлăхне курма, пултарулăх коллективĕсен культура çыхăнăвĕсене аталантарма, çĕршывăн ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăварма пулăшать.
«Раççей çăлкуçĕсен» пысăк фестивалĕн пĕчĕк çавра кунĕнче - вунă çулхи юбилейĕнче - тепĕр мероприяти - Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс - пĕрремĕш хут иртнĕ.
Чăваш Республикинче тĕрĕ тĕрлекенсем, капăр çи-пуç хатĕрлекенсем, йывăçа касса эрешлекенсем, тăм тетте тăвакансем çав тери йышлă пулин те ытти регионсенчен килнĕ маçтăрсем конкурса хутшăнни уявăн ят-сумне тата çÿле çĕклет.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче каçхине алă ăстисен ĕçĕсемпе кăсăкланса паллашнă. Кăçалхи конкурс теми ĕç çыннине сăнарласси пулнă. Михаил Игнатьев экспонатсемпе паллашнă май çапла палăртнă: «Сирĕн ĕçĕрсенче – пысăк пуянлăх, кунта эсир хăвăр ăсталăха анчах мар, пĕтĕм чун-чĕрене хывнă», - тенĕ.
Михаил Игнатьев тата ытти официаллă çынсем халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивальне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă. Унта кăçал çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен /Архангельск, Киров, Ленинград, Мускав, Новгород, Рязань, Саратов, Челябинск, Ярославль облаçĕсенчен, Крым, Дагестан, Калмăк, Коми, Мари, Тутарстан, Удмурт республикисенчен/ 17 коллектив, хамăр республикăри вун-вун пултарулăх ушкăнĕ килсе çитнĕ. Çав шутра пирĕн районтан харăсах 3 пултарулăх коллективĕ - Патреккелти халăх хорĕ, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» коллектив тата Вырăскассинчи «Шанăç» халăх ансамблĕ «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале, Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» пултарулăх коллективĕ пĕтĕм чăвашсен Акатуйне хутшăнма тивĕçлĕ пулни, историпе тăван тавралăх музейĕ этнокультура çуртне йĕркелеме пултарни Елчĕк районĕн ят-сумне тата çÿлерех çĕклет.
Антонина АЛЕКСАНДРОВА, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ:
- Республика кунне халалланă мероприятисене - «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне хутшăннă районти пултарулăх ушкăнĕсем шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларма пултарнипе мăнаçланатпăр. Патреккелти халăх хорĕн /ертÿçи - Г. Борисов/, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» /ертÿçи - И. Шурбин/, Вырăскассинчи «Шанăç» ансамбль /ертÿçи - А.Краснова/, Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн /ертÿçи - В.Доброхотов/ коллективĕсене, çавăн пекех историпе тăван тавралăх музейĕн /ертÿçи С.Голубева/ тата районти культура ĕçченĕсене пултарулăх ĕçĕнче малашне ăнăçусем сунатăп. Паянхи вăй-хăват сирте нихăçан та ан иксĕлтĕр.