Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регионсен аталанăвĕ - Раççей малашлăхĕ

29 июня 2016 г.

Шупашкарти «Контур» суту-илÿ тата курав комплексĕнче регионсем хушшинчи «Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» XXIII куравĕ июнĕн 23-26-мĕшĕсенче ĕçленĕ. Ăна кăçал Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне халалланă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, çулсеренех куравра ĕçлĕ тĕлпулусемпе калаçусем, предприятисемпе организацисен ĕç-хĕлне хаклакан куравсем иртеççĕ, бизнес енĕпе килĕшÿсем йĕркеленеççĕ. Çавăн пекех курав Чăваш Ене укçа-тенкĕ явăçтармалли площадка та пулса тăрать.

Экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăр, республика малалла утать, ытти регионсемпе, ют патшалăхсемпе çыхăнусене анлăлатать. Кăçал, акă, курава Итали делегацийĕ хутшăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ĕç тăвакан органсен ертÿçисем, районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, çав йышрах пирĕн район администрацийĕн ертÿçи Николай Миллин, ытти хисеплĕ хăнасем кураври экспозицисемпе паллашнă.

Курав хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă, республикăра предпринимательсемпе влаçсем хушшинчи çыхăнусем анлăланса пыни, бизнеса аталантарма тивĕçлĕ условисем туса панине палăртнă. Куравра Чăваш Енри предприятисем, ют патшалăхсенчи производительсемпе дистрибьютор компанийĕсем, Раççейри регионсенчи предприятисемпе организацисем хутшăннă. Курав ĕçленĕ вăхăтра культура тата ытти мероприятисем иртнĕ.

Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Марина Павлова:

«Пирĕн районăн тĕп пуянлăхĕ - унăн ĕçчен те илемлĕ çыннисем, пулăхлă çĕрĕ. Çаксене тĕпе хурса йĕркелерĕмĕр та экспозицине. Район пурнăçĕпе паллаштаракан стендра цифрăсем, фактсем, сăнÿкерчĕксем паллă вырăн йышăнчĕç. Çапах та экспозицин тĕп теми - «Ĕç çыннипе мухтанатпăр». Кунта район мухтавĕ - Социализмла Ĕç Паттăрĕсене - 9 ентеше халалланă стенд тĕп вырăн йышăнать. Çавăн пекех районти тĕрлĕ отрасльти ĕç династийĕсене сăнлакан фотокиноматериалсем те кăсăклă пулчĕç. Экспозиципе паллашма пыракансене хамăрăн паллă ентешсем - этнопедагогика наукине йĕркеленĕ Г.Н.Волков академик, СССР халăх учителĕ П.Н.Чернов, Чăваш Енĕн пĕрремĕш олимпиецĕ, Олимп вăййисен бронза призерĕ А.В.Игнатьев тата Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă ытти паллă çынсем çинчен хатĕрленĕ буклетсем патăмăр.

Район çинчен хатĕрленĕ экспозиципе паллашма чылай çын килчĕ - вĕсем сахал мар тав сăмахĕ каларĕç».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика