29 июня 2016 г.
Эрнекун, июлĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ пуçланать.
Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ асăннă мероприятие районта тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерес тĕллевпе июнĕн 19-23 мĕшĕсенче çыруçăсен вĕренĕвне йĕркелесе ирттернĕ. Кунта вĕсем кашни ыйтăва тĕплĕн уçăмлатнă. Сăмах май, çак кунсенче çыруçăсем хăйсен участокĕсене çитсе вĕсенчи лару-тăрăва тепĕр хутчен тишкереççĕ, респондентсемпе тĕл пулса ыйтăма ирттермелли меллĕ вăхăта палăртаççĕ.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттерме халăх хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркелени анчах мар, çыруçăн тумĕ те пĕлтерĕшлĕ. Çыруçă валли çырав эмблеми вырнаçтарнă, çутта каялла сапалакан материалтан çĕленĕ жилет, «ВСХП» паллăпа илемлетнĕ, хĕвелтен хÿтĕлекен уçă карттус хатĕрленĕ. Респондент патне çыруçă «Росстат» тесе паллă тунă кăвак портфельпе пырать. Ăна Росстат пичечĕпе çирĕплетнĕ официаллă документ параççĕ.