29 июня 2016 г.
тенĕ хăйĕн асаилĕвĕнче иртнĕ вăрçă кунĕсем çинчен тылпа ĕç ветеранĕ Клавдия Степановна Медведева. Çĕршыври ытти хĕрарăмсем пекех вăл та хăйĕн юратнă мăшăрĕ вăрçăран çĕнтерÿпе, ырă-сывă таврăнасса шаннă...
Кăçалхи июнĕн 22-мĕшĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 75 çул çитрĕ. Ылханлă вăрçă çулĕсем ĕмĕрсем иртнĕ хыççăн та манăçмĕç.
Çав вăхăтри нумай çамрăк пекех Акчел ялĕнчи çамрăк мăшăр - Клавдияпа Николай Медведевсем те мал ĕмĕтпе пурăннă. Çĕнĕ çемье çавăрма шутланă çамрăксем шăпах июнĕн 22-мĕшĕнче, вырсарникун туй тума хатĕрленнĕ. Анчах ĕмĕте хăрушă вăрçă татнă...
Патреккел хĕрĕ пулнă Клавдия Степановна /хĕр чухнехи хушамачĕ Блинова/ хăй пурăннă чухне çапла аса илсе каласа кăтартнăччĕ:
«...Манăн упăшка - Николай Самсонович Медведев 1915 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче Акчел ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1940 çулхи май уйăхĕнче вăл финн вăрçинчен таврăнчĕ. Çав çул эпир Патреккел ялĕнче каçхине урама тухсан паллашрăмăр. Çар командирĕн тумтирĕ ун çинче питех те килĕшÿллĕн ларатчĕ. Манăн куçа чи малтан çакă курăнчĕ пулмалла».
Вăрçăран таврăннă хыççăн Николай Медведев ВЛКСМ Елчĕк райкомĕнче çарпа физкультура уйрăмне ертсе пыма пуçлать. Нумаях пулмасть çартан таврăннă, çар ĕçне лайăх пĕлекен çамрăк командир пуçĕпех ĕçе пикеннĕ. Çуллахи кунсенче районти çамрăксем час-часах Аслă Таяпа вăрманне тухса çар вăййисене ирттернĕ. 1941 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче - шăматкун каçхине те çамрăксем çак вăрманта пулса çар вăййисене йĕркеленĕ.
Клавдия Степановна малалла çапла аса илнĕ:
«...1941 çулхи май уйăхĕнче эпир пĕрлешрĕмĕр. Эпĕ,1922 çулта çуралнă хĕрача, Коля мăшăрĕ пулса Акчел ялĕнче пурăнма пуçларăм. Ун чухне эпĕ Елчĕкри ЗАГС уйрăмĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ май /вăл НКВД уйрăмĕнче вырнаçнăччĕ/ манăн та çар вĕренĕвне мăшăрпа пĕрле каймалла пулчĕ. Вырсарникун, июнĕн 22-мĕшĕнче «хĕрлĕ комсомолла туй» тăватпăр тесе килĕшсе татăлтăмăр. Çар вĕренĕвĕнчен яла ирхине, çутăлма пуçласан анчах таврăнтăмăр. Тĕлĕрсе анчах кайнăччĕ, пÿрт чÿречинчен такам хыттăн килсе шаккарĕ. Урамран шакканă сасса илтсе хирĕç тухнă Коля хăвăрт каялла пÿрте кĕчĕ те: «Манăн халех Елчĕке çитмелле», - тесе пирĕн пата килнĕ икĕ арçын ачапа пĕрле тухса та кайрĕ. Вăл ирхине те Елчĕкрен таврăнмарĕ. Эпир вара килти çынсем: эпĕ, хуняма тата Кольăн йăмăкĕ кăнтăрла пуçланакан туй валли ĕçме-çиме хатĕрлеме тытăнтăмăр. Эпĕ, «çĕнĕ кин», кĕвентепе икĕ шыв витрине илсе Акчел ялĕнчи колхозăн «общий двор» патĕнчи тарасаран шыв ăсма тухса кайрăм. Çак тарасари шыва ял çыннисем тутлă та тăрă тетчĕç. Эпĕ кунта çитнĕ çĕре шыв ăсма килнĕ хĕрарăмсем тулли витрисене айккине лартса хунă та темĕн çинчен пăшăлтатса калаçаççĕ. Ăсра шухăшлатăп: «Ман çинчен калаçаççĕ-ши?». Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Указова Матрюк аппа /вăл «Прогресс» колхозра нумай çул трактористра ĕçленĕ Андрей Алексеевич Указовăн амăшĕ пулать/ ман пата пырса тăчĕ те: «Эх, ачам, иртнĕ çĕр пирĕн çĕршывра вăрçă пуçланнă вĕт!» - тесе пĕлтерчĕ. Хăй вара куççулĕпе тулнă куçĕсене аллипе шăла-шăла илет. Çак сăмахсене илтнĕ хыççăн кил еннелле утрăм. Чун хурланса, тăвăлса пычĕ. Киле çитсен витресене çĕр çине лартрăм та пăлтăр алăкĕ çине таянса кăшкăрса йĕрсе ятăм. Манăн сасса илтсе пÿртрен упăшкан амăшĕпе йăмăкĕ чупса тухрĕç: «Мĕн пулнă сана, кин?» - тесе çине-çинех ыйтрĕç. «Ара, вăрçă пуçланнă вĕт!» - тесе каларăм та тата хытăрах йĕме тытăнтăм. Мăшăрăн амăшĕ, ывăлĕ ирех Елчĕке тухса кайнине пĕлменскер, мана: «Лайăх пĕлмесĕр хурланса ан йĕр-ха», - тесе лăплантарма тăрăшрĕ. Унтан вăл мана килти ĕçсене пăрахсах Елчĕке кайма хушрĕ. Хальхи пек лайăх астăватăп, хăвăрт пуçтарăнтăм та унта тухса кайрăм. Акчел улăхĕпе ăçта утса, ăçта чупса вирхĕнсе пыратăп. Хăш вăхăтра военкомата çитсе тăнине те сисмерĕм. Унта чупсах кĕтĕм пулмалла. Куратăп, ытти çынсем хушшинче манăн мăшăр та пур. «Илсе кайман иккен-ха», - тесе шухăшласа илтĕм те лăпланнă пек пултăм.
Елчĕк военкомачĕ халăхпа кĕрлесе, сĕрлесе тăчĕ. Пÿлĕмсенчи алăксем уçăлса, хупăнса кăна тăраççĕ. Паян туй пуласси пирки шухăшламалли те çук. Эх, вăрçă, пирĕн ĕмĕтпе шанăçа та татса кайрăн иккен. Çамрăк «çĕнĕ кинрен» çамрăк «салтак арăмĕ» те пулса тăтăм тесе хурлантăм».
1941 çулхи августăн 14-мĕшĕнче Николай Самсонович Медведев коммунистсен партийĕн йыхравĕпе «политбоец» шучĕпе çапăçу хирне тухса кайнă. Мобилизаципе Акчел ялĕнчен Гермоген Васильевич Лазарев тата Шупашкар хулинче пурăннă Акчел çынни - Василий Федотович Ястребов вăрçа кайнă. Çак йышра Чăваш Республикинчен пурĕ - 500, çав шутран Елчĕк районĕнчен 14 çын пулнă. Н.С.Медведев вăрçă хирĕнче стрелоксен 16-мĕш дивизинчи 396-мĕш полкра рота политрукĕ, тăшман танкĕсене хирĕç ПТР-сенчен /противотанковые ружья/ перекен взвод командирĕ пулнă. 1943 çулта хаяр çапăçу вăхăтĕнче ураран хытă аманнă. 6 уйăх çар госпиталĕнче сипленнĕ хыççăн тин тепĕр хут строя тăма пултарнă.
Н.С.Медведев капитан вăрçăран тăван яла 1946 çулхи январь уйăхĕнче таврăннă. Çĕнтерÿçĕн кăкăрне Хĕрлĕ Çăлтăр, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин I степень орденĕсем тата медальсем илемлетсе тăнă.
«...Коля вăрçăра пулнă çулсенче эпĕ пĕр куна та шухăшламасăр ирттермен. Çынсене систермесĕр: «Сывă-ши? Аманман-ши? - теттĕм хамăн ăшăмра яланах. Вилĕм çинчен пĕрре те шутлас килместчĕ. Куç хупмасăр ирттернĕ çĕрсем тата мĕн чухлĕ пулнă-ши? Ăна хамăн вырăн çинчи минтер анчах пĕлет. Чĕрем мĕнле тÿсрĕ-ши?» - тесе вĕçленĕ Клавдия Степановна хăйĕн асаилĕвне.
...Аттелĕхĕн Аслă вăрçин тапхăрне тÿссе ирттернĕ хĕрарăмсене хисеплесе Константин Симонов поэт-писатель «Жди меня и я вернусь» ятлă сăвă çырнă. Çав сăввăн юлашки йĕркисем çапла янăраççĕ:
«Как я выжил, будем знать,
Только мы с тобой.
Только ты умела ждать,
Как никто другой».
Çак сăвă йĕркисем Клавдия Степановна Медведевăна та тÿрремĕнех пырса тивеççĕ.
Хăй вăхăтĕнче Чăваш АССР Министрсен Совечĕн тата Чăваш Республикин Çыхăну министерствин Хисеп грамотисене илме тивĕçлĕ пулнă ĕçпе тыл ветеранĕ, Шупашкарта пурăннă Клавдия Медведева 2013 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă. Йывăр тăпру çăмăл пултăр санăн.
В.МОСКОВСКИЙ.
Акчел ялĕ.