29 июня 2016 г.
2010 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре партизансемпе подпольщиксен кунне паллă тăваççĕ.
Ăна уявлама Брянск облаçĕн Думин пуçарăвĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи 2009 çулхи март уйăхĕнче йышăннă, Федераци Канашĕ килĕшнĕ хыççăн Раççей Президенчĕ 2009 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнче алă пуснă. Çак куна паллă тăвассине 1941 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче СССР Совнаркомĕпе ВКП/б/ Тĕп комитечĕ парти, совет, профсоюз, комсомол организацийĕсене нимĕç çарĕсемпе хирĕç кĕрешме партизансен отрячĕсене, диверси ушкăнĕсене йĕркелеме Директива янипе çыхăнтарнă.
Директивăра нимĕç фашисчĕсем вăхăтлăха оккупациленĕ СССР территорийĕнче вĕсене хирĕç кĕрешмелли тĕп тĕллевсене, задачисене тата формисене палăртнă.
1941 çулта тăшман тылĕнче вăрттăн ĕçлекен партин 18 обкомĕ, округсенчи 260 ытла хулапа район комитечĕсем, парти организацийĕсемпе ушкăнĕсем йĕркеленнĕ. Çавăн пекех комсомол организацийĕсем те вăрттăн ĕçлеме пуçланă. Тулли мар кăтартусем тăрăх подпольщиксен йышĕнче 220 пин ытла çын шутланнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тунă Çĕнтерÿре партизансем паллă вырăн йышăннă. 1941 çул вĕçĕнче тăшман тылĕнче партизансен 2 пин ытла отрячĕ, вĕсен йышĕнче 90 пин ытла партизан, йĕркеленнĕ. Уйрăмах вĕсем Беларуçра, Украинăра, Орел, Смоленск, Ленинград, Калинин облаçĕсенче тăшмана пысăк сиен кÿнĕ. Партизансен отрячĕсем фашистсен коммуникацийĕсене аркатнă, Совет Çарне пулăшнă. Вăрçă вăхăтĕнче тăшман тылĕнче пĕтĕмпе партизансен 6200 отрячĕ, пурĕ 1 миллион ытла çын, шутланнă. Вĕсене миллионшар патриот пулăшнă. Партизансем фашистсен 58 бронепоездне, 65 пин автомашинине пĕтернĕ, 12 пин ытла кĕпере, 20 пин ытла чукун çул эшелонне сирпĕтнĕ. Çавăн пекех партизансен пĕрлешĕвĕсем фашистсен салтакĕсене, техникине, паллă объекчĕсене пĕтерес, тылри ĕç-хĕле арпаштарас, çыхăну линийĕсене татас тата ытти задачăсене пурнăçлас тĕллевпе тăшман тылĕнче рейдсем йĕркеленĕ. Кунта Н.Ф.Боровик, В.З.Корж, А.К.Флегентов, В.В.Разумов, С.А.Ковпак, А.Н.Сабуров, С.В.Гришин, А.Ф.Федоров, П.П.Вершигора ертсе пыракан партизансен пĕрлешĕвĕсем палăрнă.
Совет партизанĕсемпе пĕрле нимĕç фашисчĕсене хирĕç Чехословаки, Польша, Румыни, Югослави, Венгри, Бельги, Франци, Германи тата ытти çĕршывсен çыннисем те кĕрешнĕ.
Партизансемпе подпольщиксен паттăрла ĕçне пĕтĕм халăх ырласа йышăннă. 200 пине яхăн партизанпа подпольщика орденсемпе медальсемпе, çав шутран 120-шне I, II степень “Тăван çĕршыв вăрçин партизанне» медальпе чысланă, 233 çын Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ.
А.КАРЛИН хатĕрленĕ.
Сăнÿкерчĕкре: Сидор Артемьевич Ковпак - Украинăра партизансен юхăмне йĕркелекенсенчен пĕри, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ. 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнчен партизансен Путивльти отрядне, унтан Сумы облаçĕнчи партизансен отрячĕсен пĕрлешĕвне ертсе пынă. 1944 çулхи январь уйăхĕнче çак пĕрлешÿрен 1-мĕш Украина партизанĕсен дивизине туса хунă. Вăрçă вăхăтĕнче С.А.Ковпак ертсе пынă партизансен пĕрлешĕвĕ тăшман тылĕнче 10 пин çухрăмлă 5 рейд йĕркеленĕ.