29 июня 2016 г.
Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта инкек-синкекрен асăрханма вĕрентес тĕллевпе тĕрлĕ классенче вĕренекенсем хушшинче усăллă калаçусем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. 6-7-мĕш классенче вĕренекенсем кăçалхи вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче «Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла» ятпа çыру ĕçĕ пурнăçларĕç. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паллашар:
...Ачасен сывлăхне упрас, вĕсене тĕрлĕ инкек-синкекрен асăрхаттарас тесе шкулта тĕрлĕ калаçусем, викторинăсем ирттереççĕ. Тăван литература урокĕнче вара эпир ăса вĕрентекен, тимлĕ пулма асăрхаттаракан калавсемпе паллашатпăр. Аслисем ачасемшĕн яланах тĕслĕх пулса тăраççĕ. Эпир вĕсенчен мĕн илтнине, курнине ăса хыватпăр.
Ачасен алла шăрпăк тытмалла мар. Мĕншĕн тесен вăл пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Эпир вуланă хайлавра та пĕр пĕчĕк шăрпăкран пысăк инкек пулни çинчен çырса кăтартнă. Унпа питĕ асăрхануллă пулмалла. Яланах - çуллахи вăхăтра кÿлĕре шыва кĕнĕ чухне те, урамра велосипедпа ярăннă чухне те тимлĕ пулмалла.
Нумаях пулмасть пирĕн шкулта районти полици уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕ Людмила Егорова пулчĕ, ку енĕпе усăллă калаçу ирттерчĕ.
Таня МЯСНИКОВА,
6-мĕш класс.
...Эпир вуланă очеркра кĕçĕн çулхи ачасем килне хăйсем тĕллĕн юлаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ кÿршĕ яла хăнана кайнă пулнă. Шăпăрлансем алла шăрпăк тытаççĕ. Вĕл-вĕл çулăм вĕсемшĕн кăсăклă пек туйăннă. Анчах çак пĕчĕк çулăм пысăк инкек патне илсе çитернĕ. Ачасене хăйсене те аран-аран вилĕмрен çăлса хăварнă. Эпĕ аслисене айăпласшăн мар. Анчах пĕчĕкскерсене хăйсене çеç киле пĕччен хăвармалла мар. Шăрпăк та алă айĕнче тăмалла пулман.
Шкулта вĕрентсе каланă сăмахсене, атте-анне ăс панине яланах итлемелле. Вĕсем пире лайăх пулма вĕрентеççĕ.
Камилла НИКОЛАЕВА,
6-мĕш класс.
...«Ачана тÿрĕ кăмăллă, ĕçе юратакан, çынна хисеплекен пулма вĕрентнипе пĕрлех ăна тимлĕ, тирпейлĕ пулма вĕрентмелле», - тенĕ Геннадий Никандрович Волков этнопедагог. Пирĕн пек 13-14 çулсенчи ача-пăчан пур енĕпе те тирпейлĕ, асăрхануллă пулма вĕренсе çитме вăхăт. Тимсĕрлĕх вара ырă патне илсе çитермест.
Атте-анне, вĕрентекенсем пире вут-кăварпа ашкăнма юраманни, ирĕк паман вырăнсенче шыва кĕме юраманни, аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче хамăра мĕнле тытмалли, çулсем çинчи хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен тăтăш аса илтерсех тăраççĕ.
Елена ВАСИЛЬЕВА,
7-мĕш класс.