Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

25 июня 2016 г.

Çул-йĕре юсаççĕ

Кăçал районти 7 ял тăрăхĕнче /Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Тăрăм, Курнавăш тата Аслă Пăла Тимеш/ ял хушшинчи çулсене пурĕ 1 миллион та 240 пин тенкĕлĕх юсама палăртнă.

Транспорт инфраструктури те лайăхлансах пырать. Кĕçех Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи  Мучар - Тĕмер çулне  тĕллевлĕ прогаммăпа килĕшÿллĕн асфальт сарма тытăнмалла. 1 çухрăм ытла инçĕшне тăсăлакан çула тума  укçи-тенкине те бюджетран çителĕклех уйăрса параççĕ. Унсăр пуçне, республика пулăшнипе Кивĕ Эйпеçри 1 çухрăм ытла асфальтлă çула юсама та палăртнă.

 

Çĕнĕ сăн кĕртнĕ

Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли республикăри программăна пурнăçласа район центрĕнчи  пурăнмалли обществăлла çурт-йĕре йĕркене кĕртессипе кашни çул сахал мар укçа-тенкĕ хываççĕ.

Юсав ĕçĕсене пурнăçлама ирĕк çĕнсе илнĕ Елчĕкри «Стройэнергосервис» ООО ĕçченĕсем нумаях пулмасть Комсомольски урамĕнчи виççĕмĕш çуртăн никĕсне юсанă. Ун хыççăн Андреев тата Çурçĕр урамĕсенчи улттăмĕш тата пĕрремĕш çуртсенче электричествăпа тивĕçтерес системăна улăштарнă. Юсав ĕçĕсене пурĕ 900 пин тенке яхăнлăх пурнăçланă.

 

50 çул пĕрле

Нумаях пулмасть Елчĕкри Елена Пантелеймоновнăпа Василий Халитович Уразгильдинсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине паллă тунă.

Çак ятпа вĕсене тăванĕсем, пĕлĕшĕсем, ĕç коллективĕсем саламланă. Елена Пантелеймоновна вун-вун çул Елчĕкри вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ, вĕренекенсен, ашшĕ-амăшĕн хисепне çĕнсе илнĕ. Василий Халитович та тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă: Лаш Таяпа ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕ, райпо канашĕн председателĕ, юрисконсульт, адвокат...

Уразгильдинсем виçĕ ача пăхса ÿстернĕ, аслă пĕлÿ панă. Аслă ывăлĕ çар училищи, çар академийĕ пĕтернĕ. Александр Уразгильдин полковник Раççей çарĕнче службăра тăрать.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

 

Музейра пулчĕç

Аслă Елчĕкри вăтам шкулти историпе тăван тавралăх музейĕ тĕрлĕ экспонатсемпе пуян.

Музей чăннипех ачасене воспитани парассинче пысăк вырăн йышăнать. Кунти экспонатсемпе паллашма тĕрлĕ учрежденинчен, çавăн пекех вĕренÿ организацийĕсенчен сахал мар килеççĕ. Çак кунсенче Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ Аслă Елчĕкре пулчĕ. Вĕсем килте усă куракан авалхи савăт-сапапа, тумтирпе, çавăн пекех ял историйĕпе паллашрĕç. Ачасене уйрăмах пирĕн тăрăхра пурăннă чĕрчунсен юлашкийĕсем кăсăклантарчĕç. Экскурсире ачасем Г.Волков академикăн кун-çулне сăнлакан япаласемпе те  паллашрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика