25 июня 2016 г.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 75 çул çитнине асра тытса июнĕн 22-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршыври пекех, Елчĕкре, районти ялсенче те хурланупа асăну митингĕ иртнĕ.
Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пынă хаяр вăрçăра Совет Союзĕ 27 миллион ытла çыннине, çав шутра 4 миллион ачана çухатнă, нумайăшĕ фронтран йывăр аманса таврăннă хыççăн килте е госпитальте вилнĕ, 13 миллион ача тăлăха тăрса юлнă. Пирĕн Елчĕк районĕнчен вăрçа 8 пин ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен çурри ытла вăрçă хирне выртса юлнă. Вăрçă çулĕсем нихăçан та манăçмаççĕ. Эпир мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнма пултарнишĕн вăрçă паттăрĕсене - воин-фронтовиксене тав тăватпăр, вĕсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕрех пуçăмăрсене таятпăр.
Район центрĕнчи хурланупа асăну митингĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тухса калаçнă, вăл çакна палăртнă:
- Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă çынсем кашни çемьере пулнă, нумайăшĕ фронтра вилнĕ. Хĕрарăмсемпе ватăсем, ача-пăча тылра ĕçлесе Çĕнтерĕве çывхартнă. Çакăн пирки пирĕн хамăрăн ачасене, мăнуксене аса илтерсех тăмалла. Вăрçă асапĕпе унăн хăрушлăхне нихăçан та манса каймалла мар. Паттăрсен ячĕсем вара ĕмĕр-ĕмĕр вилĕмсĕр, - тенĕ вăл.
Митинга хутшăннисем вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксен умне чечек кăшăлĕсем хунă. Вилнисене асăнса пĕр самантлăха шăп тăнă.