25 июня 2016 г.
Елчĕк район сучĕ Аслă Елчĕкри Степанов пирки приговор кăларнă.
Кăçалхи апрель уйăхĕнче полицин районти пайне Аслă Елчĕкри пĕр хуçалăхра упăшки арăмне хĕнени çинчен хыпар çитнĕ. К. полицейский-водитель тата полицин участокри аслă уполномоченнăйĕ Н. унта тухса кайнă. Вĕсене эрех-сăра ĕçсе минренĕ Степанов кĕтсе илнĕ. Лăпланас вырăнне вăл служба тивĕçĕсене пурнăçлакан полици ĕçченĕсемпе хирĕçме пуçланă, К.-на кăкăртан çапнă.
Судра Степанов хăйĕн айăпне йышăннă. Суд ăна 50 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă.
Г.ЧЕРНОВА,
район сучĕн председателĕн пулăшуçи.