25 июня 2016 г.
Саккуна пăсса хĕç-пăшалпа тата боеприпассемпе усă курнăшăн, упранăшăн, суту-илÿ тунăшăн РФ Уголовнăй кодексĕпе килĕшÿллĕн 3 çул таран, вĕсене тирпейсĕр упранăшăн, урăх çынна усă курма панăшăн 1 çул таран ирĕкрен хăтараççĕ. Енчен те хĕç-пăшала ирĕклĕн тавăрса парсан айăпран хăтараççĕ.
Саккунсăр хĕç-пăшалпа усă курнине пĕтерес тĕллевпе Раççей Шалти ĕçсен министерстви субъектсен администрацийĕсемпе пĕрле çынсенчен хĕç-пăшала ирĕклĕ майпа йышăнассипе мероприятисем йĕркеленĕ.
Шалти ĕçсен пайне регистрацилемен хĕç-пăшала, боеприпассене ирĕклĕ майпа тавăрса парсан, çын укçан компенсаци илме пултарать.
Кăçал Елчĕк районĕнче 1 çын хĕç-пăшал тавăрса панă - ăна 1000 тенкĕ тÿленĕ.
Енчен те эсир саккуна пăсса хĕç-пăшал упранине пĕлсен, 24-16-55 е 02 телефонсемпе пĕлтерме пултаратăр.
Л.НИКИФОРОВА,
Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн лицензипе
ирĕк паракан подразделенийĕн инспекторĕ.