25 июня 2016 г.
Граждансене обществăлла ĕçсене ытларах явăçтарни ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркене кĕртме май парать.
Обществăлла ĕçсене хутшăнма çынсен ятарласа хатĕрленмелле те мар. Унсăр пуçне, вĕсене кашни уйăхра республика бюджетĕнчен уйăрса паракан укçа-тенкĕпе /1700 тенкĕ/ тивĕçтереççĕ.
Кăçалхи январь-май уйăхĕсенче ĕç çуккипе йывăрлăхпа тĕл пулнă çынсене обществăлла ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе 23 килĕшÿ çирĕплетнĕ, пурĕ 55 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ку енĕпе уйрăмах «Кирпич» ОООпа, Ленин ячĕллĕ ЯХПКпа, А.Бикулов, А. Дмитриев хресчен /фермер/ хуçалăхĕсемпе, «Елчĕкри çăкăр завочĕ», «Елчĕкри коопторг» ОООсемпе, Т.Теплова, Г.Никитин уйрăм предпринимательсемпе тачă çыхăнса ĕçлет.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем пулăшнипе çулталăк пуçланнăранпа пенси çулне çывхаракан 2 çынна тата 1 инвалид çынна, ятарлă професси пĕлĕвĕ илнĕ çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Çамрăк специалист аслă ÿсĕмри ĕçтешĕ пулăшнипе ĕçри ăсталăхне туптать.
Хăйсен ĕçне йĕркелесе ярас кăмăллă çынсене те патшалăх тĕрлĕ енлĕн хавхалантарать. 14 çултан пуçласа 18 çула çитичченхи çула çитмен ачасене вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçтарма, 3 çула çитмен ачисене килте пăхакан амăшĕсене професси пĕлĕвĕ илме тата вĕсен квалификацине ÿстерме пулăшать.