25 июня 2016 г.
Июнĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта иртекен çăмăл атлетсен Раççейри чемпионачĕн иккĕмĕш кунĕнче çынсем шăчăпа сикекенсен секторĕнче икĕ хут Олимп чемпионĕпе Елена Исинбаевăпа Анжелика Сидорова хушшинчи хĕрÿ тупăшăва курса киленнĕ.
Ача çуратнăранпа 3 çула яхăн тăсăлнă тăхтав хыççăн Исинбаева Шупашкарта пĕрремĕш хут тупăшăва тухнă. Малтан вăл 4,6 метр çÿллĕшĕнчен сикме пуçăннă, ăна пĕрремĕш хутрах илнĕ, унтан 4,7 м çÿллĕшне сикнĕ, иккĕмĕш хутран 4,8 метра.
Çак вăхăтра çÿллĕшне сикекен секторта 2 спортсменка - Елена Исинбаевăпа Мускавпа Чăваш Енĕн наци командишĕн ăмăртакан Анжелика Сидорова çеç юлнă. Кунта Сидорова куракансене сюрприз хатĕрленĕ - 4,85 метр çÿллĕшне сикнĕ. Çакăнпа вăл хăйĕн рекордне тунă, Елена Исинбаевăна 4,9 метр çÿллĕшне сикме хистенĕ. Çакна палăртмалла: Раççейĕн чи паллă спортсменки декретлă отпуска кайиччен Мускавра 2013 çулта иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче те çакăн çÿллĕш сикеймен. Халĕ вара кунта 34 çулхи ÿсĕме, ача çуратнине, виçĕ çула яхăн тренировкăсем ирттерменнине хушмалла.
Сидорова ăмăртусен лидерĕ пулнă вăхăтра Олимп чемпионкишĕн сикĕвĕн малтанхи икĕ хучĕ ăнăçлах пулман. Çапах та виççĕмĕш хут сиксе Елена Исинбаева спортра паттăрлăх кăтартнă, Раççей чемпионкин титулне çĕнсе илнĕ. 4,9 метр кăçал тĕнчери чи лайăх результат пулнине палăртмалла. Анжелика Сидорова - çăмăл атлетсен Раççейри чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ.
Çăмăл атлетсен Раççейри пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский Елена Исинбаева çĕнтерĕвне хакланă май çапла каланă: «Вăл - Раççейре çăмăл атлетика сывă пулнине, пирĕн профессиллĕ, «таса» спортсменсем пуррине çирĕплетрĕ. Çакăнпа эпир чи пысăк шайри ăмăртусенче кĕрешме хатĕр».
Елена Исинбаеван, çавăнпа пĕрлех Раççейĕн çăмăл атлетикин çĕнтерĕвне трибуна çинчи куракансем флешмобпа паллă тунă - çав вăхăтра пĕтĕм стадион Раççей гимнне мăнаçлăн юрланă. Хăнасемпе ăмăртусене хутшăнакансем палăртнă тăрăх, куракансем çĕршывăн гимнне çакăн пек хавхалануллă юрланине илтмен.
Чаплă çĕнтерÿ хыççăн Елена Исинбаева куракансене автографсем панă, пĕрле сăн ÿкерттернĕ. Ăна куракансем стадионтан каç пуличченех яман.
Раççейĕн паллă спортсменкине Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов та саламланă. Вăл Елена Исинбаевăна чĕрĕ чечексем парнеленĕ, хулара тата Чăваш Енре пурăнакансен ячĕпе тĕнче аренисемшĕн тивĕçлĕ çĕнтерÿшĕн тав тунă. Икĕ лидер - спортсмен тата политик пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçнă.
Шел, Шупашкарта çынсем Раççейĕн чаплă спортсменки аренăна таврăннине юлашки хут куракансем пулнă. Пурте пĕлетпĕр, Раççей çăмăл атлечĕсене Рио-Де-Жанейро хулинче иртекен Олимп вăййисене хутшăнма ирĕк паман. Çавăнпа Елена Исинбаевăна Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн ялавĕ айĕнче хутшăнма сĕнÿсем пулнă. Анчах вăл хăй Раççей ялавĕпе анчах хутшăнасси пирки, Шупашкарта иртекен Раççей чемпионачĕ унăн спорт карьеринче юлашки пулма пултарнине палăртнă.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Николай Малов Раççей чемпионачĕн пĕрремĕш кунĕнче Хĕвел-анăçри спорт функционерĕсен йышăнăвĕ политикăпа тÿрремĕнех çыхăннине, чылайăшне Раççей Федерацийĕн тата Владимир Путин Президентăн никама пăхăнманлăх политики тарăхтарнине палăртнă.
Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ:
- Раççейри миллионшар çын пекех, эпĕ те çакна начар тесе хаклатăп. Тĕрĕссипе, çакăн хыçĕнче политика подтексчĕ пытаннă. Раççей спорчĕ çине тапăннин пĕр тĕллев - Раççей Федерацийĕн никама пăхăнманлăх политики нумайăшне тарăхтарать тесе шутлатăп. Вăхăт иртсен чăрмавсене сирсе ярăпăр, мĕншĕн тесен эпир пысăка тивĕç. Паян Шупашкарта иртекен Раççей чемпионачĕ - пĕтĕм тапăнусене, санкцисене хирĕçлени. Чăваш Еншĕн çакнашкал пысăк ăмăртăва йышăнни пысăк чыс - паян спорт королеви пирĕн стадиона анчĕ.