Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлипе айăплаççĕ

25 июня 2016 г.

Раççей Федерацийĕн саккунĕсенче наркотик хатĕрĕсемпе усă курнăшăн уголовнăй майпа çеç мар, административлă майпа та явап тыттараççĕ.

Раççей Федерацийĕн Административлă право нормисене пăснисен кодексĕн 6,8 статйипе наркотик хатĕрĕсем, психикăна сиенлекен тата организма хăвăрт хавшатакан япаласем туяннăшăн, упранăшăн, турттарнăшăн, хатĕрленĕшĕн, вĕсене сутас тĕллев пулмасан, 5 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ е 15 талăк таран административлă йĕркепе арестлеççĕ. Çапах та çакна шута илмелле: маларах асăннă япаласен виçи питĕ пĕчĕк пулмалла. Енчен те вĕсен виçи пысăкрах пулсан айăплакана уголовнăй майпа явап тыттараççĕ.

Çын хăйĕн ирĕкĕпе наркотик хатĕрĕсене, психикăна сиенлекен япаласене, наркотиклă ÿсен-тăрансене тавăрса парсан, ăна административлă яваплăхран хăтараççĕ.

Наркотик хатĕрĕсемпе, психикăна сиенлекен япаласемпе тухтăр ирĕк памасăр усă курнăшăн та çакнашкал явап тытма тивет.

Обществăлла вырăнсене çул çитмен çамрăксем наркотикпа анранă хыççăн тухсан, тухтăр ирĕк памасăр обществăлла вырăнсенче наркотиксемпе е психикăна витĕм паракан хатĕрсемпе усă курнăшăн вĕсен ашшĕ-амăшне е саккунлă представителĕсене административлă майпа явап тыттараççĕ.

Наркотиксемпе психикăна витĕм кÿрекен хатĕрсен сиенĕнчен хăтăлас тесе сыватупа профилактика учрежденийĕсене хăйсен ирĕкĕпе каякан çынсене административлă яваплăхран хăтараççĕ.

Наркотик тата психикăна сиенлекен япаласемлĕ ÿсен-тăрансене çитĕнтернĕшĕн те явап тыттараççĕ. Енчен те вĕсене сахал çитĕнтернине палăртсан, уйрăм çынсене 4 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ е 15 талăк таран административлă йĕркепе арестлеççĕ. Юридика сăпачĕсене 300 пин тенкĕ таран штраф кĕтет. Енчен те 2 е ытларах наркотиклă ÿсен-тăран çитĕнтернине тупса палăртсан айăпа кĕнисем пирки уголовнăй ĕç пуçараççĕ.

Наркотиксемпе усă курнă, вĕсене сутнă, наркотиклă ÿсен-тăран ÿстернĕ тĕслĕхсене асăрхасан, район прокуратурине 2-54-53 телефонпа пĕлтерме ыйтатпăр. Пĕтĕм пĕлтерĕве тĕрĕслетпĕр.

П.КОКОРЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика