22 июня 2016 г.
«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ малалла пырать.
Республикăри, районти çынсем марафонра пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ. Хальхи вăхăтра ыркăмăллăх фончĕн счечĕ çине республикăра 7491856, 23 тенкĕ пухăннă. Елчĕксен тÿпи те пĕчĕк мар - 215252,8 тенкĕ. Çак пухăннă укçа-тенкĕ района каялла таврăнĕ, ачасен пурнăç тата кану, сиплев условийĕсене лайăхлатма кайĕ.