Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеме пĕлекен - йывăрлăха çĕнтерекен

22 июня 2016 г.

Ĕçлеме пĕлекен - йывăрлăха çĕнтерекен

Ултă теçетке çула хыçа хăварни арçыншăн нумай мар.  Иртсе кайнă çулсене тепĕр хут çаврăнса, тишкерсе тухмалли вăхăт кăна. Петр Купташкин çу кунĕсенче хĕвелтен маларах вăранать те савнă мăшăрĕпе килти  йышлă выльăх-чĕрлĕхе пăхать, унтан, кил картинчи ытти ĕçсене вĕçлесен, кану кунĕ мĕнне пĕлмесĕр, фермăна утать. Инçе мар  ĕç вырăнĕ, çавăнпа хальхинче те чи малтанах ферма еннелле тинкерчĕ, унтан пăралукка хĕрринче çÿлелле кармашакан йывăçсене  пăхса çаврăнчĕ. «Аванах ÿсеççĕ. Пĕчĕк вăрман теме пулать. Çул хĕррине лартнисем те хунавлă», - шухăш вĕçрĕ тăван тавралăх илемĕпе киленме юратакан арçын пуçĕнче.

Петр Николаевич хăйĕн ĕмĕрĕнче çырма-çатраллă вырăнсене те сахал мар йывăç-тĕм лартнă. Пĕччен кăна мар, ял çыннисемпе пĕрле. Ял илемĕшĕн, тирпейлĕхĕшĕн тăрăшакана ахальтен мар чылай хутчен депутата суйланă. Паян та  Курнавăш ял тăрăхĕн депутачĕ  ял хăтлăхĕшĕн тимлет. Нумаях пулмасть ял масарне тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте пысăк пуçарулăх кăтартрĕ. Ял-йышпа пĕр чĕлхе тупма, ĕçе йĕркелеме пĕлет. Çынлăх тени пысăк унăн. Шаннă кашни ĕçе яваплăхпа пурнăçлать. Ĕçе ячĕшĕн тума пĕлмест. Çавăнпах хуçалăх председателĕн çумĕнче те тăрăшать.

Петр Николаевичăн ачалăхĕ çăмăл килмен. Ашшĕ çамрăклах сарăмсăр çĕре кĕнĕ чухне вăл   амăшĕн варĕнче кăна пулнă.  Петя кукашшĕпе тата кукамăшĕпе çитĕннĕ.

Атте - çемье тĕрекĕ, анне - çемье ăшши теççĕ халăхра. Вĕсен ăшшипе хÿттине туйма тивеймесен те чăн-чăн арçын пулса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкрен правур та йăрă ача пулса çитĕннĕ. Ĕç куршанакĕ час çыпăçнăран ÿркенмен. Шкултан таврăнсан фермăна кукамăшне пулăшма васканă. Выльăх-чĕрлĕх, тăван ялăн анлă уйĕсем ун чухнех илĕртнĕ ăна. Çуллахи каникул вăхăтĕнче  кашни çулах лаша кÿлсе утă-улăм турттарнă.

- Вăтăр ритванпа тухса каяттăмăр. Тиекенсем те шкул ачисемехчĕ. Уй-хиртен юрласа таврăнаттăмăр. Епле илĕртÿллĕччĕ-ха пирĕн ачалăх, - тет Петр Николаевич.

Ялти шкултан вĕренсе тухсан Петр Купташкинăн Совет Çарне кайма ят тухнă. Икĕ çул салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă хыççăн тăван яла таврăнать патвар та маттур каччă.

Нумаях та вăхăт иртмен, çамрăка «Урожай» колхозăн пĕрремĕш уйрăмĕн пĕрремĕш бригадине ертсе пыма шаннă. Хресчен ĕçне аван пĕлсе ÿснĕ-ха каччă, анчах ятарлă пĕлÿ çук-çке.

- Пĕлÿ вăл ĕçре тĕрĕсленет, - тенĕ ăна вăтам звенона ертсе пыракан хисеплĕ çынсем.

Ирĕксĕрех тытма тивнĕ ялта тĕпленме шутланă Петр Николаевичăн вăтам звено тилхепине.

Мĕн каламалли, ун чухне вăл ертсе пыракан бригадăн çĕрĕ 1700 гектар йышăннă. Мĕн кăна акса-лартса ÿстермен хуçалăх? Мĕнпур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Хĕрарăмсем ачи-пăчипе юнашар  пахча çимĕç, выльăх кăшманĕ çумланă. Аван тĕреклĕ пулнă ун чухнехи пысăк колхоз. Ĕç укçине те аван тÿленĕ. 1979 çулхи кĕркунне питĕ çумăрлă килнĕ.

- Епле пулсан та ăнса пулнă тырпула пухса кĕртмелле вĕт. Урпа, тулă уйĕсене алăпа çултăмăр, - аса илет ĕнерхи бригадир.

Ун чухне халăха ĕçлеттерме пĕлнине, хăй те ял çыннипе юнашар тăрса çава тытнине аса илеççĕ халĕ  ватăсем.

Шаннă ĕçе яваплăхпа пурнăçлама хăнăхнă Петр Купташкина «Урожай» колхоз саланса пайлансан та яваплă ĕçсене шаннă. 1993 çулта ăна «Сатурн» коллективлă ялхуçалăх кооперативĕн ферма заведующине лартнă. Пĕр вăхăтрах зоотехник тивĕçне те пурнăçланă. Хальхи вăхăтра вара Петр Николаевич зоотехникра кăна тăрăшать. Ферма коллективне ертсе пыма çамрăка шаннă, хăйĕн опытне, пĕлĕвне Николай ывăлне парса хăварасшăн вăл.

Унчченхи тапхăрта хуçалăхра сыснасем те пулнă-ха, халĕ ĕне выльăх ĕрчетессипе, сĕт туса илессипе тимлеççĕ. Хуçалăх районта лайăххисен йышĕнче. Кунта, паллах, çирĕм çул ытла выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакан Петр Купташкинăн тÿпи те çук мар.

Ĕçри пысăк ÿсĕмсемшĕн  хастар чун-чĕреллĕ вăтам звено ертÿçине «Районти чи лайăх ферма заведующийĕ», «Районти чи лайăх зоотехник» ятсене панă. 2006 çулта ĕçри хастарлăхшăн Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

- Петр Николаевич хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлет. Вăл коллективра пысăк хисепре, - тет хуçалăх ертÿçи Ю.Викентьев.

Выльăх-чĕрлĕх  пăхакансем те ун çинчен пĕр усал сăмах та калаймаççĕ.

- Ĕçшĕн çирĕп ыйтать. Пурте хуçалăх аталанăвĕшĕн тăрăшатпăр-çке. Ырă кăмăллă, ĕçшĕн хыпса çунакан çын, - теççĕ дояркăсем.

Петр Николаевича тивĕçлĕ канăва тухнă тесе калаймастăн. Яштака та вăр-вар вăл. Раиса мăшăрĕпе 38 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан мăшăр  килте кăна мар, ĕçре те яланах юнашар пулнă. Петр Николаевичăн мăшăрĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен фермăра ĕçленĕ. Дояркăра та вăй хунă, сысна  та пăхнă.

- Вĕсем канма та пĕрле çÿреççĕ. Ялти ĕçчен çемье. Ачисем те йĕркеллĕ вĕсен, - теççĕ Курнавăш ял тăрăхĕн специалисчĕсем.

- Пĕр-пĕрне ăнлансан, килĕштерсен нихăçан та йăлăхтармастăн, - тет телейлĕ мăшăр.

Пĕр-пĕрне мĕн ачаран пĕлсе ÿснĕ Петьăпа Раиса. Иккĕшĕ те аслисене пулăшма фермăна çÿренĕ. Кайран, салтакран килсен, яштака хурăн пек илемлĕ пикене клуб умĕнче тĕл пулнă та текех алран вĕçертмен. Туслă çÿренĕ хыççăн чаплă туй кĕрлеттернĕ.

Йышлă ача-пăча çитĕннĕ çемьере. Асли, Коля, каларăм ĕнтĕ, ялта хунав янă. Тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартнă. Марина Шупашкарта. Хăйĕн бизнесне йĕркеленĕ. Гена та Шупашкарта. Инженер профессине алла илнĕ. Женя шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ. Шупашкарта ĕçлет. Кĕçĕнни, Саша, Елчĕкри «Улăп» спорткомплексра тăрăшать. Çичĕ мăнукĕпе киленсе пурăнаççĕ Купташкинсем. Çывăх вăхăтра йыш хушăнасса кĕтеççĕ.

Ял çинче ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсене Купташкинсен ачисенчен ырă тĕслĕх илме каланине пĕрре мар илтме тÿр килнĕ. Пысăк йăх-тымарлă пулнăран вĕсен тăванлăх туйăмĕ çав тери пысăк. Калăпăр, пĕр ывăлне çурт тумалла - пурте пĕрле кар тăрса çанă тавăрса вăй хураççĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухсан нумайăшĕ канлĕ те лăпкă пурăнма ĕмĕтленет. Йывăç лартнă, çурт-йĕр çавăрнă, ачи-пăчине ура çине тăратнă. Хăй пирки шухăшлама, канма та вăхăт темелле. Анчах та канлĕ те лăпкă пурăнма шутламасть-ха кил хуçи. Вăй-хал, ăсталăх пур чухне малалла ĕçлемелле, талпăнмалла,  пурнăç çине ырă   та савăнăçлă куçсемпе пăхмалла,  умри ырă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртмелле...

В.СМИРНОВА.

Сăнÿкерчĕкре: П.Купташкин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика