22 июня 2016 г.
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 75 çул çитрĕ. Унта Энтепе тата Çĕнĕ Арланкасси ялĕсенчен 185 çын тухса кайнă, 102-шĕ пуçне хунă. Вăрçăра вилнĕ çынсене 2005 çулта кăларнă «Память» /«Астăвăм»/ кĕнекере палăртнă. Тен, васкаса кăларнине пула, унта тĕрĕсмарлăхсем пур. Акă, вăрçăра пуçне хунă ентешĕмĕре - Николай Николаевич Тарасова списока кĕртмен, çав вăхăтрах сывă таврăннă Василий Иванович Григорьев вăрçă хирĕнче вилнисен йышĕнче. Малашнехи кăларăмсенче çак çитменлĕхсене пĕтереççех пулĕ тесе шанса тăратпăр.
Вăрçă хирĕнче пуç хунă ентешсен вил тăприйĕсем Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вырнаçнă. Уйрăмах Смоленск, Мускав, Сталинград хулисемшĕн пынă хаяр çапăçусенче вилнисем чылай. Акă, Смоленск патĕнчи çапăçусенче Михаил Иванович Исаев, Филипп Степанович Клементьев, Никифор Павлович Павлов, Михаил Деомидович Сильвестров, Семен Харитонович Соснин, Василий Ксенофонтович Щукин, Ленинграда хÿтĕленĕ çĕрте Александр Андреевич Андреев, Анисим Трофимович Мартынов, Ксенофонт Филиппович Мясников, Николай Николаевич Николаев, Василий Григорьевич Савельев, Сталинград хулишĕн пынă çапăçусенче Михаил Федорович Иванов, Николай Дмитриевич Кашин, Алексей Тимофеевич Ложков, Клемент Михайлович Михайлов, Иван Семенович Печников пуçĕсене хунă. Çавăн пекех Новгород хули çывăхĕнче Алексей Гордеевич Гордеев, Алексей Петрович Кудряшов, Митрофан Кириллович Кушников, Макар Николаевич Николаев, Белгорода ирĕке кăларнă çĕрте Георгий Афанасьевич Афанасьев, Калинин патĕнче Елизар Ксенофонтович Жандармов, Филимон Федорович Иванов, Алексей Константинович Константинов, Орелпа Псков çывăхĕнче Гурий Михайлович Михайлов, Николай Никифорович Константинов, Ксенофонт Алексеевич Сергеев, Калуга патĕнче Андрей Сергеевич Лукиянов, Константин Дмитриевич Михеев, Крым çурутравĕнче Андрей Викторович Макаров вил тăприйĕсем вырнаçнă.
Ют çĕршывсенче те сахал мар пирĕн ентешсен вил тăприйĕсем. Украина çĕрĕ çинче Совет Союзĕн Геройĕ Семен Алексеевич Андреев, Семен Григорьевич Савельев, Василий Семенович Соснин, Леонтий Алексеевич Федоров, Беларуçра Афанасий Павлович Зайцев, Михаил Петрович Прохоров, Артем Васильевич Сапожников, Эстонире Александр Емельянович Садовников, Польшăра Александр Гордеевич Артемьев, Николай Григорьевич Григорьев, Сергей Петрович Иванов, Венгрире Федор Гордеевич Артемьев, Елисей Моисеевич Кушников, Германире Филипп Федорович Леонтьев, Владимир Петрович Печков, Авксентий Васильевич Садовников лăпкăлăх тупнă.
«Сведения о потерях в Великой Отечественной войне по Чувашской Республике» кĕнекере Энтепе тата Çĕнĕ Арланкасси ялĕсенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 56 ентеш хыпарсăр çухалнă тесе палăртнă.
Мĕн чухлĕ хуйхă илсе килнĕ çак вăрçă, миçе çын пуçне хунă, сусăрланса тăван ене таврăннă çак вăрçăран, миçе çыннăн вил тăприйĕ ăçта иккенне те пĕлместпĕр-ха эпир. Нихăçан та вăрçă ан пултăр.
Н.АЛЕКСАНДРОВ.
Çĕнĕ Арланкасси.