22 июня 2016 г.
Чăваш Енĕн экспертсен ушкăнне тата общественноçа çĕршывăн хими отраслĕн икĕ пысăк предприятине - Волгоградри тата Çĕнĕ Шупашкарти «Химпрома» пĕрлештересси пирки тухнă хыпар шухăша ячĕ. Нумаях пулмасть çак пуçарупа Раççей Патшалăх Думин депутачĕ, «Справороссен» Чăваш Енри лидерĕ Анатолий Аксаков тухнă. Шутласа пăхсан, кунта нимĕн те çук пек: пĕрле яланах лайăх. Анчах та çак тĕслĕхре çавăн пек калама çук. Çĕнĕ Шупашкара Волгоградри «Химпромăн» экспертсем палăртнă авариллĕ оборудованине илсе килни çеç сахал-мĕн. Çавăн пекех Чăваш Республикин территорийĕнче Волгоградри предприятин кондицине ларман чĕртаварĕ, хăрушă хими каяшĕсем пулма пултарни питĕ хăратать.
Чăваш экологĕсемпе профессиллĕ химиксем çак сĕнĕве питĕ хирĕçлеççĕ. Специалистсен шучĕпе, икĕ предприятине пĕрлештерни экономика енчен тупăшлă пулманни çеç мар, Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхĕшĕн, экологи тĕлĕшĕнчен питĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.
Сăмахран, Раççейри «Симĕссисен» экологи партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн ертÿçи Виктор Ласс пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне Чăваш Ен Раççейри «чи симĕс», экологи енчен ăнăçлă 10 регион йышне кĕрет. Çак йĕркене сыхласа хăварас тесен, чылай вăй хумалла. Унсăрăн, Волгоградран Çĕнĕ Шупашкара кивелнĕ производствăна куçарсан тата хими каяшĕсене илсе килсен пĕтĕм Чăваш Енре экологи лару-тăрăвĕ начарланни куçкĕрет.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ химипе фармацевтика факультечĕн деканĕ, органика тата фармацевтика химийĕн кафедрин заведующийĕ, Çĕнĕ Шупашкарти «Химпромăн» тахçанхи партнерĕ Олег Насакин профессор çакнашкал пуçарăва хăй мĕнле хакланине питĕ уççăн палăртнă.
«Эпĕ çакна питĕ ăссăр шухăш тесе шутлатăп. Çакна сĕнекен çынсем, ман шутпа, «Мĕн чухлĕ япăх, çавăн чухлĕ лайăх» принциппа шухăшлаççĕ пулас», - тесе пĕлтернĕ Олег Насакин.
Çавăн пекех вăл чи лайăххисене пулăшма кирлине, Çĕнĕ Шупашкарти «Химпромăн» вара çак лару-тăрура хăйĕн производствине анлăлатма тата çĕнетме, Волгоградри предприяти çухатнă рынокри пушă вырăна йышăнассипе ĕçлеме кирлине палăртнă.
Çакна палăртмалла, Волгоградран Çĕнĕ Шупашкара пĕрремĕш класлă хăрушлăхри наркăмăшлă веществона - сарă фосфора 100 тонна тиесе килнĕ.
Хими прфессорĕ Насакин çак вещество çинчен çакна каласа пачĕ: «Сарă фосфора шыв айĕнче турттараççĕ тата упраççĕ, мĕншĕн тесен вăл сывлăшра çунать. Ÿт çине лексен, фосфор йăсăрланма, çунма пуçлать - ăна сÿнтерме май çук. Çын чĕррĕнех çунса каять. Пĕтĕм хлорорганикăн хăрушлăхĕ çакăнта - вăл çуннă чухне диоксин пĕрлешĕвĕсем пулаççĕ. Вĕсем çĕр çинче чи хăрушă веществосем - циани калийĕнчен 67 пин хут наркăмăшлă».
Волгоградри «Химпром» АУО официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă информаци тонĕ савăнăçлă пулни те ытларах тимлĕ пулма хистет: «Сарă фосфор ВАОА «Химпром» территорийĕнче урăх çук. Унăн çĕнĕ хуçи «Химпром» ПАО /Çĕнĕ Шупашкар хули, Чăваш Республики/. Суту-илÿ условийĕсем тăрăх, сарă фосфора илсе каяссипе тухакан тăкаксемшĕн, хăрушлăхшăн, ăна Волгоградран илсе тухассишĕн, малалла упрассишĕн тавар туянакан яваплă».
Волгоград химикĕсем, Волгоградра пурăнакансем те, предприяти территорийĕнче упранакан кондицине тивĕçмен таварсем, сăмах май, предприяти çынсем пурăнакан вырăнта вырнаçнă, ытти регионсенче, çав шутра Çĕнĕ Шупашкарта пулнишĕн савăнаççĕ пулĕ тесе шутлама май пур. Анчах кунтан мĕншĕн-ха Чăваш Енре пурăнакансем хĕн курмалла; Тен, çакăн çинчен Анатолий Аксаковран ыйтмалла;