22 июня 2016 г.
Чăваш кĕнеке издательствинче ачасем валли хитре сăрăсемлĕ ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ «Хула хĕрачи» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унта ялта пурăнакан аслашшĕпе асламăшĕ патне çуллахи каникул вăхăтĕнче пурăнма килнĕ Катя ятлă хула хĕрачи пирки çырса кăтартнă. Хула хĕрачишĕн ялти пурнăç çăтмахри пекех. Мĕнле илемлĕ кунта çулла! Юнашарах вăрман, юханшыв. Катя ялта çĕнĕ юлташсем тупать, вĕсемпе таçта та çитет, халĕччен пĕлменнине пĕлет...
Кĕнеке авторĕ пирки çеç асăнмарăмăр. Вăл пирĕн ентеш - Владислав Дмитриевич Николаев.
Владислав Дмитриевич Шăмалак ялĕнче 1974 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕреннĕ. 1991-96 çулсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.
Тĕрлĕ çулсенче «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Молодежный курьер», «Хресчен сасси», «Спортивная Чувашия» хаçатсенче ĕçленĕ. 2002-03 çулсенче Чăваш Республикин Физкультура, спорт тата туризм минстерствин пресс-секретарĕ, 2003-11 çулсенче Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн маркетинг ĕçтешĕ пулнă. 2011-13 çулсенче «Тантăш» хаçатăн, «Самант», «Тетте» журналсен тĕп редакторĕнче вăй хунă. 2013 çулхи авăн уйăхĕнчен - ирĕклĕ журналист. Ачасем валли кăларакан «Асамат&Шевле» тата «Панулми» журналсен, «Салам» обществăпа политика хаçачĕн учредителĕ, издателĕ тата тĕп редакторĕ.
Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ /1998/. РФ Журналистсен союзĕн пайташĕ /1999/. ЧР Профессионал çыравçăсен пĕрлĕхĕн пайташĕ /2015/.
Ачасем валли çырнă пьесăсен «Пиневерĕн çĕнĕ тусĕсем» /2010/, «Хула хĕрачи» /2016/ кĕнекесен авторĕ. Сăввисем, юптарăвĕсем, калавĕсем, пьесисем «Тăван Атăл» журналта, «Асамат&Шевле» тата «Панулми» журналсенче, «Тантăш», «Салам», «Елчĕк ен» хаçатсенче кун çути курнă.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче «Ванюк ĕçе хăнăхать» пьесипе спектакль /вырăсла варианчĕ - «Ванюшкины каникулы»/ лартнă. Çавăн пекех ку театр валли У.Шекспирăн «Лир патша» трагикомедине чăвашла куçарнă. Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче лартма хатĕрленекен «Пихампар манăн чунра» мюзикл либреттин авторĕ. Çавăн пекех ку театрта А.Пушкин хайлавĕпе лартнă «Дон Жуан - юрату шанчăкне çухатнăскер» спектаклĕн прологне çырнă.
«Пĕрремĕш заметка ман «Пионер сасси» хаçатра 1986 çулта пичетленсе тухрĕ. Кÿршĕ ялсемпе баскетболла выляни пирки çырнăччĕ унта. Тем пысăкăш çыруран вунă предложенирен ытла мар хыпар хăварни те çунатлантарса янăччĕ, чăннипех калатăп, çакă хавхалантарчĕ, ман пуласлăхăн пуçламăшĕ пулса тăчĕ. Ун чухне, паллах, шутлама та пултарайман шăп та лăп 25 çултан çак хаçатăн тĕп редакторĕ пулса тăрасса», - аса илнĕччĕ пĕр тĕлпулура Владислав Николаев.
Ÿстерсе каламасть Владислав, унăн малашлăх çул-йĕрĕ чăннипех те «Пионер сасси» хаçат пулăшнипе аталанса пынă: çак кăларăмăн хастар юнкорĕ пулнă май лауреат ятне /1990/ тивĕçнĕ, чăваш чĕлхипе тата литературипе республикăри олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăннă та çăмăллатнă йĕркепе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме /1991/ кĕнĕ.
Университет пĕтернĕ çамрăка тÿрех «Хыпар» хаçата ĕçе илнĕ. Корреспондент, яваплă секретарĕн çумĕ, «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ - тĕрлĕ должноçра тăрăшнă. «Çамрăксен хаçатĕнче» вăй хунă чухнех Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премине тивĕçнĕ.
Çак вăхăтрах Владислав Николаев питĕ хăюллă утăм тунă: çамрăк пулин те хăй тĕллĕн спорт хаçачĕ кăларма пикеннĕ. Анчах та «Го-о-ол!» хаçатăн 7 номерĕ çеç кун çути курайнă. Шел, çапах та ку опыт ăна кайран питĕ-питĕ пулăшнă: 2000 çулта ăна Чĕмпĕрте пурăнакан чăваш усламçи шыраса тупнă, вара пĕрле 2 çул ытла «Спортивная Чувашия» хаçат кăларса тăнă вĕсем Дмитрий Кузьминпа пĕрле.
2011 çул «Тантăш» хаçата Владислав Николаев тĕп редактор пулса пичете алă пусма пуçласан уйрăмах савăннăччĕ. Çамрăк ертÿçĕ тÿрех çĕнĕлĕхсем кĕртме пуçлани кашни номерте тенĕ пекех сисĕнетчĕ. Елчĕк районĕнчи юнкорсемпе тĕлпулăва килсен калани аса килет: «Тантăш» вăл ахаль хаçат çеç мар, «Тантăш» чи малтанах хаçат-йĕркелÿçĕ, хаçат-ертÿçĕ пулмалла, вăл чăваш ачисене пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ пулма вĕрентмелле, йыхăрса тăмалла». Шел, каллех ĕçлеме памарĕç, «Хыпар» хаçатпа пĕрлештернĕ хыççăн чăваш ачисен кăларăмĕн тиражĕ палăрмаллах чакса ларчĕ, пуçланă ырă ĕçсем те пăчланчĕç.
Мана ентешĕмĕрĕн хастарлăхĕ тĕлĕнтерет. Пĕр вырăнта тăмасть вăл, яланах çĕнни шырать, тем те пĕр шутласа кăларать, пурнăçа кĕртет. «Тантăшран» кайнă хыççăнах чăваш ачисем валли «Асамат&Шевле» журнал кăларма пуçларĕ. Паян ку журнал Чăваш Республикинчи ача-пăча кăларăмĕсенчен, çав шутра вырăслисене шута илсе те, чи пысăк тиражли, ун пек пысăк тиражли тек çук. «Ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене хăнăхтармалла, çавăнпа та «Панулми» журнал кăларма тĕллев лартрăм. Вăл ача садĕнче ĕçлеме питĕ меллĕ, хитре, тĕрлĕ тĕслĕ, унта сăрламалли-каскаламалли ĕçсем нумай. Паллах, çак ĕçе патшалăхăн тумалла-ха ĕнтĕ, е бюджетран укçа-тенкĕ уйăрса тĕллевлĕ хушмалла - çук, никама та кирлĕ мар», - каласа парать Владислав.
Тепĕр пысăк ĕçĕ - «Салам» хаçат. Чăннипе те ирĕклĕх варкăшĕ пулса илчĕ вăл Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен уçлăхĕнче. Чылайăшĕ ку хаçата юратса вулатчĕç, ăна хупнине те вулакансем хаçат пуçлăхсене хăрамасăр питленипе çыхăнтарчĕç. «Çук, - тет Владислав Дмитриевич. - Пĕрре те политикăпа çыхăнман, тĕп сăлтавĕ - укçа-тенкĕре. Эпĕ ирĕклĕ хаçат йĕри-тавра пултаруллă чăвашсем пĕтĕçеççĕ, пĕрлехи вăйпа кăларса тăма пулать тенĕччĕ те - шанни тÿрре тухмарĕ, ирĕклĕ хаçат та, ирĕклĕ марри те кирлĕ мар иккен паянхи пурнăçра».
Владислав Николаев çыравçăсен ретне те хăюллăн ярса пусрĕ. Пĕрремĕш сăввисемпе калавĕсем «Пионер сасси» хаçатра шкул çулĕсенчех пичетленнĕ пулин те унăн ячĕ илемлĕ литературăра тÿрех курăнмарĕ-ха. Пĕрремĕш хыпар вара çийĕнчех калаçтарма пуçларĕ: К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Владислав Николаев кашкăрсем çинчен çырнă драма тăрăх мюзикл лартма хатĕрленеççĕ иккен. Чăннипех те мăнаçлă ĕç пулассăн туйăнать «Пихампар манăн чунра» мюзикл, хатĕрленме те чылай хатĕрленеççĕ, Чăваш Республикин патшалăх грантне те пачĕç ăна кун çути кăтартма - мюзикл 2016 çул вĕçнелле сцена çине тухмалла. Ку театртах лартнă «Дон Жуан - юрату шанчăкне çухатнăскер» спектаклĕн прологне çырма та çамрăк драматурга шаннă Валерий Яковлев режиссер.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕпе те тачă çыхăнса ĕçлет Владислав Николаев. Кунта унăн пьесипе «Ванюк ĕçе хăнăхать» спектакль лартнă. Çавăн пекех ку театр валли У.Шекспирăн «Лир патша» трагикомедине чăвашла куçарнă ентешĕмĕр.
Çапла, чи малтанах драматургире палăрма пуçларĕ çамрăк çыравçă. «Тăван Атăл» журналта та пуçласа пьесисем пичетленчĕç. Тата Владислав Николаев ачасем валли çырма кăмăллать. Пĕрремĕш кĕнеки - «Пиневерĕн çĕнĕ тусĕсем» /2010/ - шăпах шкул театрĕсем валли çырнă пьесăсенчен тăрать. Тепĕр кĕнеки те - «Хула хĕрачи» /2016/ - ачасем валлиех, кунта 1 повеç, 2 пьеса, 3 юмах кĕнĕ. Çавăнпа та «Чăваш литературин антологийĕ. Ача-пăча валли çырнă хайлавсем» пысăк та сумлă кĕнекере ентешĕмĕрĕн ячĕ те пурринчен тĕлĕнмелли çук - савăнмалли çеç юлать Елчĕк çĕрĕнче тепĕр çыравçă çуралнишĕн.
Юлашки вăхăтра çыравçăн ытти жанрсемпе çырнă хайлавĕсем те курăнма пуçларĕç пичетре: калавĕсем, юптарăвĕсем, сăввисем. «Кашнине уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларас килет те вĕт: калăпăр, юптарусемпе кулăшлавсене хăйсене пĕрле, пьесăсене - хăйсене уйрăм, ача-пăча сăввисене - хитре ÿкерчĕксемпе илемлетсе уйрăм кĕнекен... Анчах ку малашлăх ĕçĕ, малалла та ывăнмасăр талпăнмаллине пĕлтерсе, йыхăрса тăраканни», - тет Владислав.
Н.АЛЕКСЕЕВ.
Ача-пăча сăввисем
Арçукпа Куçук
- Вăл - çук, ку - çук,
Санăн ним те çук, Куçук, -
Тăрăхласшăн-мĕн Арçук.
- Санăн хăвăн ар та çук,
Пике мар-и эс, Арçук? -
Парăнмасть ăна Куçук.
Борис
- Борька, - тетĕп Бориса,
Вăл тăрать шăлне çыртса.
Хирĕç нимĕн те чĕнмест,
Тейĕн вăл мана илтмест.
- Борька, - тетĕп тепĕр хут,
Хăнк та тумасть пĕреххут.
Темшĕн вăл çилленнĕ тейĕн,
Пăхса илчĕ куçĕ айĕн.
- Борька, - тетĕп эп каллех,
Илтрĕ пулмалла тинех:
- «Борька» теççĕ вăкăра -
Эпĕ выльăх мар вара.
Варвари
Ай-тур, маттур Варвари!
Ĕçе пырать ал-ури:
Ĕнине те вăл сăвать,
Лашине те шăварать,
Чашăк-тирĕкне çăвать,
Урайне те сăтăрать.
Амăшне вăл пулăшать,
Унтан килти ĕç тăвать.
Чăн та маттур Варвари -
Пит вăр-вар ун ал-ури.
Витали
Витали ташша ăста -
Тапăртатать та-та-та...
Хитре пушмак вăл туяннă,
Кĕлли тĕпне такан çапнă.
Та-та-та-та! Та-та-та-та!
Çаптарать вăл саккăрла.
Анчах каллех тем çитмест,
Виталине килĕшмест:
«Ташă сасси илтĕнмест,
Урати те кисренмест...»
Питлĕх илет Витали:
Халь илтет-тĕр Итали
Витали ташланине,
Питлĕх кĕмсĕртетнине.
Женясем
Манăн кÿршĕсем -
Женясем.
Сылтăмра - Женя хĕрача,
Сулахайра - арçын ача.
Пĕр Женьăн тусĕсем -
Хĕрсем:
Маша, Глаша, Наташа,
Теприн - Мишăпа Саша.
Пĕр Женя тĕрлеме
Юратать,
Ташлать, юрлать, чăлха çыхать,
Тепри - компьютерпа вылять.
Çапларах ман кÿршĕсем -
Женясем,
«Женя» тесе чĕнсессĕн
Хуравлаççĕ харăс иккĕн.
Хальхи ачасем
Эпĕ ыйтрăм Димăран:
Ÿссен эсĕ кам пулан?
Дима: «Дилер пулап», - тет. -
«Тĕрлĕ тавар сутап», - тет.
Ыйтрăм эпĕ Борисран:
Эсĕ ÿссен кам пулан?
Боря: «Брокер пулап», - тет. -
«Нумай укçа тăвап», - тет.
Эпĕ ыйтрăм Хветĕртен:
Кам пуласшăн эс ÿссен?
Хветĕр: «Хакер пулап», - тет. -
«Сайтсене тустарăп», - тет.
Илле
Иллене итлетĕп тимлĕ,
Вăл ытла япшар чĕлхеллĕ:
Ĕненмелле юптарать,
Савăнсах халап ярать,
Куç хупмасăр-çке вăлтать,
Шăнман пăр çине лартать.
Лариса
Каçса кайса кулать Лариса.
«Каçарăр та, ăçтан каçса кайса?
Шыв урлă-и вăл каçнă?
Е тинĕс урлă каçă хывнă?»
Сахар
Сахар кайнă лавккана
Шурă сахăр туянма.
Сутăç ыйтать Сахартан:
- Мĕнрен тăваç сахăра?
- Вăл пылак. Тен, пылакран?
Пыл пек тутлă, тен, пылран?
Пĕрчĕ-пĕрчĕ. Хăйăртан?
Шурă тĕслĕ. Шур юртан?
- Эх, Сахар, Сахар, ан ман,
Сахăр тăваç кăшманран.