18 июня 2016 г.
«Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕнче нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен 30 000 центнер сенаж хатĕрлесе хăварма палăртаççĕ.
Хăйсен тивĕçне лайăх ăнланакан тата хаклă вăхăтăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курма тăрăшакан уй-хир ĕçченĕсем çак вăхăт тĕлне ăна 25 000 центнер янтăлама ĕлкĕрнĕ те. Ăна пахалăхлă хатĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Валемсенчи çулса пăрахнă курăкăн нÿрĕклĕх шайĕ 65 процента çитсен пухса кĕртме тытăнаççĕ, унсăр пуçне, сенажа шăтăка упранма хывиччен закваскăпа хутăштараççĕ.
Механизаторсем те ĕç кал-кал пынипе хавхаланнă. А.Андреев курăка çулнă, Н.Васильев ăна тавăрса типĕтнĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Кушăхнă лаптăксенчи курăка А.Никифоровпа Г.Жирнов «Марал» тата «Дон 680» комбайнсемпе пухса вĕтетеççĕ. Хатĕр сенажа А.Васильев, Н. Головин /вĕсем иккĕн, иккĕшĕ те пĕр ятлă, хушаматлă/, Г.Николаев автомашинăсемпе, А.Павловпа Л.Сусметов тракторсемпе ферма çывăхĕнчи траншейăсене турттараççĕ. С.Елисеевпа Л.Головин механизаторсем ăна Т-150 тракторсемпе пусăрăнтараççĕ.