18 июня 2016 г.
Кĕçĕн Таяпари почта çыхăну уйрăмĕнчи почтальонкăсем хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлаççĕ.
Елена Шепилова 30 çул ытла çак ĕçре. Калама кăна, почтальонкăн çумăр çусан та, çил-тăман алхассан та подписчиксем патне çитмелле, корреспонденцисене вăхăтра çитермелле, пенси-пособие те вăхăтра памалла. Умри яваплăха чыслăн пурнăçлама тăрăшаççĕ çыхăну ĕçченĕсем.
Галина Головинан ĕç стажĕ - 15 çул, Елена Владимирован - 5 çул. Вĕсем аслă юлташĕнчен ырă тĕслĕх илеççĕ. Хальхи вăхăтра почтальонкăсем «Елчĕк ене» 158 киле валеçеççĕ.
Сăнÿкерчĕкре: Г.Головинапа Е.Владимирова.