18 июня 2016 г.
«Ĕçре çунса çулсем иртни те сисĕнмерĕ», - тет паянхи кун та çын хушшинче ĕçлекен, вăрçăпа ĕç ветеранĕсен районти канашĕн ертÿçи Серафима Александровна Терентьева. Çулне кура мар пултаруллă та вашават хĕрарăм 70 çул тултарчĕ.
Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ăс пухнă, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен пулса тăнă хыççăн вăл тăватă çул республикăри тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ: учитель, директорăн вĕренÿ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ. Пурнăç çулĕ ăна Елчĕк районне илсе çитернĕ. Кунта вăл Аслă Пăла Тимешри маттур каччăпа Петр Васильевич Терентьевпа паллашнă. Пĕр-пĕрне килĕштернĕ çамрăк мăшăр çемье çавăрнă. Тăрăшуллă, пысăк пĕлÿллĕ хĕрарăма часах районти культура пайне ертсе пыма шанаççĕ. Хăй те артист евĕрлех пулнипе ку ĕçе ĕмĕр пĕлнĕ пекех пурнăçлама, шанăçа тÿрре кăларма пултарнă. Çак яваплă вырăнта 5 çул тăрăшнă Серафима Александровна районти культура пурнăçне çÿллĕ шая çĕклессипе тивĕçлĕ тÿпе хывнă. Çав çулсенче Елчĕксем Мускаври Кремльти сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
1979 çулта парти райкомĕ сĕннипе Терентьевсен çемйине Аслă Пăла Тимеш ялне куçараççĕ. Серафима Александровнăна ялти шкул директорĕ пулма çирĕплетеççĕ. Мăшăрне, Петр Васильевича, «Победа» колхозăн 5-мĕш комплекслă бригадине ертсе пыма шанаççĕ. Серафима Александровна шкул директорĕнче пĕр улшăнмасăр 21 çул ĕçленĕ. Çав тапхăрта Аслă Пăла Тимешри вăтам шкулăн ят-сумĕ районта анчах мар, республикипех кĕрлесе тăнă.
- Мĕнле лайăх вăхăтра вĕреннĕ эпир, - теççĕ халĕ çав çулсенче ку шкулта пĕлÿ пухнă çынсем. Ун чухне кунта музыка шкулĕ те пулнă, тĕрлĕрен кружоксем тухăçлă ĕçленĕ.
...Ĕçне кура - хисепĕ. Пултарулăхне кура ăна «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ», «Чăваш Республикинчи музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятсене парса чыс тунă. Раççей шайĕнче ирттернĕ «Çулталăкри директор», «Халăха вĕрентекен» конкурссен лауреачĕ пулнă, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
1990 çулта пултаруллă хĕрарăма «Победа» колхозри парти комитетне ертсе пыма шанаççĕ. Ку ĕçре те пĕтĕм чун-чĕрине парса ĕçлет вăл. 1998 çулта Аслă Пăла Тимешри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма шанаççĕ. Ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынă, халăхпа пĕр чĕлхе тупнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен, 2002-2006 çулсенче, Кушкăри вăтам шкулта директор пулса вăй хунă. Серафима Александровна ертсе пыракан коллектив кĕске вăхăт хушшинче районти шкулсем хушшинче малти рете тухать. Вĕренекенсем тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнма тытăнаççĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте алă усса ларма пултараймарĕ вăл. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсен районти организацине ертсе пыма тытăнчĕ. Унтанпа та 10 çул иртрĕ. Вăл ертсе пынипе Елчĕксем республика шайĕнче иртекен тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Серафима Александровна Мускавра иртнĕ ветерансен съездне делегат пулса хутшăнчĕ.
Терентьевсем хăйсен ачисене те тивĕçлĕ воспитани панă. Икĕ ывăлĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, Мускавра пурăнаççĕ. Сергей - стоматолог, Саша - экономист, иккĕшĕ те çемьеллĕ, икшер ача ÿстереççĕ. Серафима Александровнăна хĕрĕсем вырăнне кинĕсем савăнтараççĕ.
- Ачасем çемйисемпе канма килсен пÿрт-çурт тулсах каять, - тет телейлĕ асламăшĕ.
«Ватлăх мăшăрпа телейлĕрех», - теççĕ те, шел пулин те, Петр Васильевич пурнăçран маларах уйрăлса кайрĕ. Серафима Александровна вара, чăннипех, «вăйлă хĕрарăм» пулчĕ. Хуçăлса ÿкмерĕ, пĕчченех тĕреклĕ хуçалăх тытса пырать. Выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç ÿстерет, ачисемпе мăнукĕсене килти хушма хуçалăхра туса илнĕ апат-çимĕçпе тивĕçтерет. Кил-çурт ăшшине тытса пыма та пĕлет вăл. Ун патне пырсан сĕтел хушшине лартмасăр, хăй пĕçернĕ тутлă кукăльсене астивсе пăхмасăр, вĕри чей ĕçтермесĕр никама та кăларса ямасть. Ăслă канаш-сĕнÿпе пулăшать, чун-чĕрене ăшăтма пĕлет. Ял халăхĕ ăна ырăпа кăна тав сăмахĕ калать. Серафима Александровна Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи хăй вĕрентнĕ ачасен пурнăçĕнче те пысăк вырăн йышăнса тăрать. Вăл кашни ачана тенĕ пекех пурнăç çулне суйласа илме пулăшнă. «Серафима Александровна пек пысăк чун-чĕреллĕ çынсем нумайрах пулсан пурнăç та илемлĕрех», - теççĕ вăл вĕрентсе кăларнă çынсем. Мĕн тĕрлĕ професси çынни пуç таймасть пулĕ паян унăн умĕнче. Çакăнтан пысăк чыс вара урăх çук...
С.БАРИНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.