Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Астăвăм кĕнекисене тишкернĕ

18 июня 2016 г.

Пирĕн çĕршыв XX ĕмĕрте нумай хĕн-асап тÿснĕ: икĕ тĕнче тата граждан вăрçисем, выçлăх, юхăнчăк, политикăра çирĕплĕх пулманнине пула миллионшар çын пурнăçран уйрăлни.

Раççейĕн çĕнĕ историйĕн инкеклĕ страници - 1920-1950 çулсенче çĕршывра массăллă репресси тунă вăхăт.

Репрессине пула пирĕн çĕршывăн чи лайăх, чи ăслă çыннисем мăшкăл, хĕн-асап тÿснĕ. Тен, хăшĕсен хăйсен шухăшĕнче те пулман халăха хирĕç пуласси, çапах та пин-пин инженера, парти ĕçченне, питĕ нумай хресчене, Тăван çĕршыва парăннă маршалсемпе генералсене, ученăйсемпе поэтсене, писательсемпе артистсене, вĕрентекенсене тăшман йышне кĕртнĕ, персе вĕлернĕ.

Айăпсăр шар курнисем вара кашни хулара, кашни ялтах пулнă. Вĕсене асăнса 2009 çулта Чăваш кĕнеке издательстви Чăваш Республикин «Книга памяти жертв политических репрессий» ятлă икĕ томлă астăвăм кĕнекине кăларнă.

2015 çулта вара пирĕн районта пултаруллă çынсем пулнипе, вĕсем тăрăшнипе Елчĕк районĕн «Сирĕн ят вилĕмсĕр. Политика репрессийĕнче шар-терт тÿснисен астăвăм кĕнеки» кун çути курчĕ.

Районти тĕп библиотекăра çак кĕнекесен тишкерĕвĕ иртнĕ.

Л.ЗАЙЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика