18 июня 2016 г.
Аслă Пăла Тимешри Юлийăпа Версалий Емельяновсем çемье вучахне сÿнме памаççĕ - 63 çул килĕштерсе пурăнаççĕ.
Вĕсем иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ÿснĕ. Версалий Васильевич 1931 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче кун çути курнă. Виçĕ пĕртăван çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Апла пулин те тăрăшуллă пулнă, Николайпа Олимпиада педагогсем пулса тăнă. Версалий амăшĕн тĕрекĕ пулса юлнă. Вăл 6 класс пĕтерсенех колхоз ĕçне хутшăнма тытăннă. 17 çула çитсен ăна ФЗОна илсе кайнă, вĕреннĕ вăхăтра заводра ĕçленĕ. 1953 çулта яла таврăннă. Хура куçлă, пăрчăкан пек вăр-вар хĕре Юльăна мăшăр пулма суйласа илнĕ.
Вĕсем пĕр класрах вĕреннĕ. Юлия Терентьевна 8 класс пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи педучилищĕре 1 çул вĕреннĕ. Анчах вĕренсе пĕтерме май килмен. Качча тухнă хыççăн колхоз ĕçне хутшăнма тытăннă. Çемьере йыш хутшăнса пынă. Виçĕ ывăл - виçĕ паттăр çуралнă. Вĕсем пурте çемьеллĕ. Асли - Иосиф, техникум пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти хими заводĕнче ĕçлет. Борис та техникум пĕтернĕ, вăл Сĕнтĕрвăрри хулинчи профтехучилищĕре вăй хурать. Владимир университет пĕтернĕ, анчах вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисен 6 мăнукĕпе йăпанаççĕ. Мăнукĕсем те вĕренсе професси илнĕ, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Аслашшĕпе асламăшне 5 кĕçĕн мăнук парнеленĕ.
Версалий тете «Победа» хуçалăхра нумай çул каменщикра, 33 çул шкулта кочегарта ĕçленĕ, унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 47 çулпа танлашать. Юля аппа та хуçалăх производствинче ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ. Пенсие тухиччен 17 çул ытла колхоз складĕнче тăрăшнă.
Ĕçне кура хисепĕ. Вĕсем иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçлĕ пулнă. Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем, тĕрлĕ медальсем те вĕсен ĕçне хак параççĕ. Емельяновсем - мăшăрпа пурăнакан ялти чи сумлă çемьесенчен пĕри.
Ачисемпе мăнукĕсем ватăсен пурнăçне çăмăллатас тесе хăйсенчен мĕн килнине пурне те туса панă: шыв пÿрте кĕрсе тухать,ванна тата туалет валли уйрăм пÿлĕм тунă. Ачисемпе мăнукĕсем кану вăхăчĕсене ялта ирттереççĕ. Ватăсем качака тытаççĕ, чăх-чĕп, бройлер ÿстереççĕ. Пĕр сăмахпа, вĕсем паянхи пурнăçпа савăнса пурăнаççĕ.
З.ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимешри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн председателĕ.