Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей кунне паллă тунă

15 июня 2016 г.

Раççей кунне паллă тунă

Июнĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршыв Раççей кунне уявларĕ. Вăл патшалăхăн чи çамрăк уявĕ. 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш съездĕнче Раççей патшалăх суверенитечĕн декларацине йышăннă. Унта Раççей Конституцийĕпе саккунсем тĕп вырăнта пулнине палăртнă. 1992 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнчен - уяв кунĕ.

Патшалăх уявне Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра паллă тунă. Çак кун унта тĕп хулара пурăнакан 5 пин ытла çын тата хăна пулнă.

Уявра пултарулăх коллективĕсем çĕршыв кун-çулне сăнланă. Унтан пурте Раççей Гимнне юрланă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев савăнăçлă мероприятине хутшăнакансене саламланă, ку уяв наци пĕрлĕхĕн, Раççей патшалăхĕн вăй-хăвачĕн символĕ пулнине палăртнă. Вăл чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевăн «Раççее шанăр, ăна юратăр, вăл вара сирĕншĕн анне пекех пулĕ» пил сăмахĕсене аса илтернĕ.

«Паянхи кун та çак сăмахсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Мĕншĕн тесен Чăваш Ен халăхĕ хăйĕн йăли-йĕркисене упрать, Тăван çĕршыва юратать», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Раççей кунĕнче çĕршывра паспорт парассине йĕркеленĕ. Июнĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакан Богдан Авдеев, Максим Васильев, Людмила Ложкина, Дарья Региной, Евгений Павлов, Мария Родионова, Максим Сергеев, Дмитрий Скворцов, Александр Соколов çамрăксем çĕршыв гражданинĕн тĕп документне Чăваш Ен Пуçлăхĕн аллинчен илнĕ. Паспортсене парас енĕпе иртнĕ савăнăçлă ларăва РФ Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов /сăнÿкерчĕкре/, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.

Николай Малов палăртнă тăрăх, Раççей кунĕ çĕршывăн чи пысăк уявĕсенчен пĕри, халăхăн демократиллĕ суйлавĕн символĕ. «Çак уяв çĕршыва юратакан, унăн кун-çулĕпе, халăхĕпе мухтанакан кашни çынна пĕрлештерет», - тенĕ вăл.

Шупашкар çамрăкĕсене паспорт панă май, республика парламенчĕн ертÿçин çумĕ çакă вĕсен пурнăçĕнчи паллă самант пулнине пĕлтернĕ. Çак паллă пулăм Раççей кунĕнче пулнă май, çамрăксен энергетикине ÿстерет, çĕршывшăн мăнаçланма хавхалантарать. «Çавăн пекех аслă та мăнаçлă Раççейĕн мухтавлă ывăлĕсемпе хĕрĕсем пулма хистет», - тенĕ Николай Малов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика