11 июня 2016 г.
Елчĕк район администрацийĕ халăх хуçалăхĕнче тăрăшакансен 2015 çулхи ĕçлĕ ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ. «Професси енĕпе чи лайăх ĕçчен» ята тата хаклă парне пама йышăннă:
- «Районти чи лайăх бригадир» - Александр Федорович ЕРМОЛАЕВ, «Яманчурино» ОООри бригадир;
- «Районти чи лайăх агроном» - Виктор Валерьевич ЦЫГАНОВ, «Рассвет» ЯХПКри тĕп агроном;
- «Районти чи лайăх механизатор» - Владимир Петрович БОРИСОВ, «2016 çулхи ака чемпионĕ», «Прогресс» АХОри механизатор;
- «Районти чи лайăх тракторист» - Валерий Ильич ТРОФИМОВ, «Кушка» ЯХПКри тракторист;
- «Районти чи лайăх водитель» - Анатолий Николаевич МОХОВ, «ДПМК «Яльчикское» ОООри водитель;
- «Районти чи лайăх финансист» - Надежда Александровна МАКАРОВА, «Елчĕк районĕнчи централизациленĕ бухгалтери» муниципаллă хысна учрежденири ертÿçĕ çумĕ;
- «Районти чи лайăх зоотехник» - Александр Петрович Романов, «Комбайн» ЯХПКри тĕп зоотехник;
- «Районти чи лайăх выльăх-чĕрлĕх пăхакан» - Лариса Васильевна БАТАНОВА, «Энтепе» ОООри ĕне сăвакан оператор;
- «Районти чи лайăх фермер» - Александр Николаевич БИКУЛОВ, Çĕнĕ Эйпеçри хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи;
- «Районти чи лайăх ветеринари ĕçченĕ» - Николай Леонидович СУСМЕТОВ, «Комбайн» ЯХПКри ветеринари тухтăрĕ;
- «Районти чи лайăх строитель» - Ольга Николаевна ШПИЛЕВА, «Стройэнергосервис» ОООри штукатур-маляр»;
- «Районти чи лайăх суту-илÿ ĕçченĕ» - Елена Алексеевна ФИЛИППОВА, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» суту-илÿ компанийĕ» ОООри аслă сутуçă;
- «Районти чи лайăх медицина ĕçченĕ» - Эльвира Федоровна ФОМКИНА, Чăваш Тăрăмĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн фельдшерĕ;
- «Районти чи лайăх культура ĕçченĕ» - Геннадий Арсентьевич БОРИСОВ, Патреккелти халăх хорĕн хормейстерĕ;
- «Районти чи лайăх спортсмен» - Андрей Борисович КУЗНЕЦОВ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен;
- «Районти чи лайăх энергетик» - Дмитрий Николаевич СУДАКОВ, Елчĕк районĕнчи электричество сечĕнче мастер пулса тăрăшакан;
- «Районти чи лайăх педагог», - Виталий Петрович МАРКОВ, Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта физкультура предметне вĕрентекен;
- «Районти чи лайăх повар» - Альбина Васильевна САЙКИНА, «Елчĕкри коопторг» ОООри аслă кондитер;
- «Районти чи лайăх çыхăну ĕçченĕ» - Сергей Анатольевич БОРИСОВ, Елчĕкри линипе техника узелĕнчи 6-мĕш разрядри электромонтер;
- «Районти чи лайăх предприниматель» - Галина Федоровна НИКИФОРОВА, Елчĕк ял тăрăхĕнчи уйрăм предприниматель;
- «Чи лайăх уйрăм хушма хуçалăх» - Элпуç ялĕнчи Валерий Константинович ЗАХАРОВ хушма хуçалăхĕ.