11 июня 2016 г.
Елчĕк район администрацийĕ 2015 -2016 çулсенчи хĕл тапхăрĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхакан уйрăм çынсем мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, чи лайăх ĕçлекенсене палăртнă. Вĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотисене тата хаклă парнесемпе хавхалантарма йышăннă. Вĕсем çаксем:
«Рассвет» ЯХПКри Маргарита Владимировна СЕРГЕЕВА ĕне сăвакан оператор. Вăл хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 4191 килограмм сĕт сунă.
«Труд» ЯХПКри Анатолий Александрович КРЫЛОВ мăйракаллă шултăра выльăх самăртакан оператор. Вăл пăхакан мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 885-шер грамм ÿт хушнă.
«Комбайн» ЯХПКри Геннадий Михайлович КАТМАКОВ сысна самăртакан оператор. Вăл пăхакан сыснасем пĕр талăкра 630-шар грамм ÿт хушнă.