11 июня 2016 г.
18. Çак кун 1855 çулта вырăс çарĕсем Севастополе хÿтĕленĕ май акăлчансен, французсен, турккăсен çарĕсем Малахов курганне штурмланине сирсе янă.
22. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуç хунă воинсене асăнмалли кун.
Çак кун 1941 çулта фашистла Германи СССР çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. 26,6 миллион çын Тăван çĕршывшăн, Çĕнтерÿшĕн пуç хунă... Çак кунах халăх радиопа пĕрремĕш хут çак сăмахсене илтнĕ: «Пирĕн ĕç тĕрĕс. Тăшмана çапса аркататпăр. Çĕнтерÿ пирĕн енче пулать». Çапла пулса тухнă та.
29. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче фашистсене хирĕç çапăçнă партизансемпе подпольщиксене асăнмалли кун.