11 июня 2016 г.
Район прокурорĕ çутçанталăк сыхлавĕн саккунĕсене пурнăçлас ыйтусене тишкерес енĕпе ведомствăсен хушшинчи ĕç ушкăнĕн ларăвне ирттернĕ.
Ларура асăннă сферăри саккунсене пурнăçланин шайне тишкернĕ, ку енĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тата ятарлă организацисен должноçри çыннисем çителĕксĕр ĕçленине палăртнă.
Лару умĕн тĕрĕслевсем ирттернĕ май, çитменлĕхсене чылай тупса палăртнă. Акă, Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче саккунсăр майпа йĕркеленĕ свалкăна тупса палăртнă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене вĕсене пĕтерме хушса хăварнă, штрафланă.
Çавăн пекех «Юрга» ООО Елчĕкри свалкăра та тивĕçсене туллин пурнăçламан. Общество ертÿçи енĕпе административлă ĕç пуçарнă, ĕçе Роспотребнадзора ярса панă, çитменлĕхсене пĕр уйăх хушшинче пĕтерме хушнă.
Ларура саккунсене пăснă çынсене итленĕ, çитменлĕхсене пĕтерме хушнă. Çавăн пекех ытти службăсем те тĕрлĕ сĕнÿсем панă.
Кăçалхи виççĕмĕш кварталта тĕрĕслевсене тепĕр хут ирттереççĕ.