Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеттернĕрен пуçа - татăлман шутра укçа

11 июня 2016 г.

Ĕçлеттернĕрен пуçа - татăлман шутра укçа

Лаш Таяпара пурăнакан çитмĕл урлă каçнă Н.Л.Павлов ялти чаплă механизатор е выльăх-чĕрлĕх пăхакан пулман. Çав вăхăтрах вăл вун-вун наградăпа Хисеп хутне те, Раççейĕпех палăрнă Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ «Слава» колхозăн «Хисеплĕ колхозникĕ» тата «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ» ят-сумпа чыса та тивĕçнĕ.

- Эпĕ хампа пĕр çулалли яшсенчен нимĕнпех те уйрăлсах тăман, - тет Николай Леонидович кăмăллăн. - Вăрçă хыççăн тĕнчене килнĕ ытти çамрăксем пекех, ачаллах тĕрлĕ ĕçе хутшăнас туйăм пысăкчĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсанах Шупашкарпа юнашар спутник-хула тунă çĕре тухса вĕçтертĕм. Кĕсьере комсомол билечĕ пулни çемьери пилĕк ывăлпа хĕртен çирĕпрех те хăюллăрах пулма хистерĕ пулмалла.

- Апла-тăк Çĕнĕ Шупашкар никĕсĕнче сирĕн тÿпе те пур?

- Паллах. Унта чи малтанхи ĕç укçи илнĕ, рабочи тумĕ тăхăннă. ГЭС патне чукун çул юппи хывни паян та куç умĕнче. Ахальтен мар ĕнтĕ халĕ те, унта сайрарах кайсан та, чĕрере темле хавхалану çуралать, хамăр тар тăкса ĕçленĕ вырăнсене, ун чухнехи общежитие çитмесĕр таврăнас килмест.

- Сире пурте чăн-чăн ял çынни, хресчен ĕçне малалла тăснă ĕç ветеранĕ вырăнне хураççĕ...

- Ку сăмахсем манăн чуна тата  ытларах ăшăтаççĕ. Мĕншĕн тесен пурнăçăм пĕтĕмпе тенĕ пекех ачаранах çывăх пулнă «Слава» колхозпа çыхăннă. Салтака кайса килсен Тĕрлемесри профессипе техника училищине вĕренме кĕтĕм. Анчах ăна пĕтеричченех И.Я.Денисов председатель, хăй те унта  пĕлÿ илнĕскер, тĕп бухгалтер çумĕ пулма чĕнчĕ. «Училищĕне куçăмсăр майпа вĕçлĕн, - терĕ вăл çирĕппĕн. - Каярахпа аслă пĕлÿ илме те майсем туса парăпăр... Вăрçăра  хăрах урине  хăварнă аçу, авă, пĕр çул кăна вĕреннĕ  пулсан та, тахçантанпа  кладовщикре ăнăçлă ĕçлет».

Районти талантлă та пултаруллă ертÿçĕ çамрăк шут ĕçченĕ пуçаруллă та хастар пуласса  витĕрех курса тăнă иккен. Николай çулпа  хăйĕнчен аслăрах тĕп бухгалтерпа тата экономистпа пĕрле ку чухнехи çĕнĕлĕхе - колхозра хуçалăхăн шалти расчетне ĕçе кĕртес пысăк ыйтăва - татса парас енĕпе ырми-канми тăрăшнă. Уйăх-уйăх çурăранах вăл çитмен бригада та, техника паркĕпе ферма та, чи пĕчĕк цех та юлман. Пур çĕрте те халăха пуçтарса çĕнĕлĕх колхоза тата халăха мĕн парасси пирки ăнлантарнă. «Ку чухнехи наука çирĕплетнĕ тăрăх, хуçалăх расчечĕ - ĕç тухăçлăхне ÿстермелли чи меллĕ меслет. Вăл усăсăр тăкаксен çулне пÿлме, çапла вара колхозниксене ытларах ĕçлесе илме, колхозăн тупăшне хăвăрт çĕклеме май парать. Кашни подразделени, уйрăм çын план-хушупа /задани/ палăртнă чухлĕ продукци туса илме  каякан тăкака перекетленин 40 проценчĕ таран хушма тÿлев вырăнне илет. Вăл тÿрремĕнех тĕп ĕç укçи çумне хутшăнать», - чĕререн ăнлантарнă вăл.

Николай Леонидович кăна мар, ытти ертÿçĕсемпе специалистсем те нумай тăрăшрĕç çĕнĕлĕхе пурин патне те çитерес тĕлĕшпе. Çавна пула вăл кĕçех колхоз производствин тĕп шăнăрĕ пулса тăчĕ. Çынсен хастарлăхĕ ÿснине, кашни пус çумне пус хушăннине, мĕнпур отрасль хăвăрт аталанма тытăннине районта кăна мар, республикăра та асăрхарĕç. Кĕске вăхăтрах миллионер пулса тăнă колхозра  кĕçех КПСС обкомĕн пленумне ирттерчĕç. Унта  пурне те «Слава» колхозăн  ĕç опытне вĕренме тата ĕçе кĕртме сĕнчĕç.

«Çак ăнăçлăхра Николай Леонидовичăн тÿпи те палăрчĕ», - терĕ Иван Яковлевич Денисов пленум епле иртнине вырăнти активпа пĕтĕмлетнĕ чухне.

Чăнах та, çав вăхăталла Николай ĕçленĕ хушăрах ятарлă вăтам пĕлÿ илме те, Чăваш ялхуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухса диплом илме те ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Хăйĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кура правлени тĕп бухгалтера та çирĕплетнĕччĕ.

- Эпĕ колхозри тĕп шут ĕçĕнчен тивĕçлĕ канăва тухнăранпа, каярахпа вунă çула яхăн хуçалăхри выльăх апачĕ хатĕрлекен комплекс ертÿçинче вăй хунăранпа чылай вăхăт иртрĕ, - аса илет Николай  Леонидович «СССР халăх хуçалăхне  аталантарас енĕпе тунă çитĕнÿсемшĕн» тата ытти нумай-нумай  хисеплĕ паллăсене тивĕçнĕскер. - Анчах çав тапхăрта «Слава» колхоз тунă тĕлĕнмелле пысăк ăнăçлăхсем пĕрре те манăçмаççĕ. Ултă комплекслă бригадăран тăракан пысăк хуçалăх пин-пин пуç тĕрлĕ выльăх усрани, вунă пин гектара яхăн çĕр çинче çуллен пысăк тухăç, миллион-миллион тенкĕ /хальхилле пулсан миллиардпа шутламалла/ таса тупăш илни, халăх юмахри пек хавхаланса ĕçлени паян та куç умĕнче.

Чăннипех те çапла пулнă ĕнтĕ. Пĕр тĕллевлĕ, ÿсĕм çулĕпе пыракан колхозниксен хавхаланăвĕ тулли хăватпа ĕçлекен пысăк та хăватлă  вĕлле çемйине аса илтернĕ. Çавна пула унччен вăтаммисен шутĕнчи пĕрлешÿллĕ хуçалăхра  мĕнпур отрасль пĕр тикĕс аталаннă. Пĕчĕк кирпĕч завочĕ, ялсенчи утарсем, юсав мастерскойĕсемпе ытти цехсем таранах. Колхоз пĕтĕмпех хăй вăйĕпе вун-вун производство объекчĕсем тунипе пĕрлех ача сачĕсемпе шкулсем, суту-илÿпе культура çурчĕсем çĕкленĕ. Черет кĕçех сăра завочĕ тăвасси патне çитнĕ /шел, ăна вĕçлесе хута ярас тĕллеве  тĕплĕн шутласа туман реформăсем касса татнă/... Кашни çын çулталăкĕпех ĕçлетĕр, яланах укçа-тенкĕллĕ пултăр тесе Шăмалакпа Лаш Таяпа ялĕсенче Мускаври «Салют» тата Шупашкарти «Рассвет» фабрикăсен цехĕсене, колхозрах хăйне евĕрлĕ коммуналлă тата йăла службисем йĕркеленĕ. Канăç мĕнне пĕлмен Иван Денисов председатель, Савелий Иванов агроном. Николай Князев зоотехник, Пантелей Дмитриевпа Анатолий Чернов экономистсем ĕç меслечĕсемпе формисене çĕнетсех пынăран миллионер-колхоз кирек мĕнле кăткăс ыйтăва та татса пама  пултарнă: хăйĕн вăйĕпех çулсемпе кĕперсем, пурăнмалли çуртсем, пысăк кÿлĕсемпе плотинасем тунă...

- Ун чухне  специалистсемпе ертÿçĕсем кăна мар, пурте тăван  ял патриочĕсем пулнă, - кăштах тунсăх пусать Николай Леонидовича. - Çавна май кашниех ырăлăх пухмачне хăйĕн тÿпине хывнă.

- Эсир вара паян та хăвăрăн активлăха çухатмастăр, - тетĕп ăна, çамрăк чухне салтак тивĕçне Германире пурнăçланăскере.

- Пире атте-анне лăпкăн кăна пурăнма вĕрентмен, - йăл кулать ĕç ветеранĕ. - Халĕ те тăван ял ятне çĕклес, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас енĕпе пикенсе ĕçлетпĕр. Ял-йышпа пĕрле Лаш Таяпан 400 çуллăхĕ тĕлне халĕ истори палăкĕ пулса тăнă Ураскилт ялне туса лартрăмăр. Ку енĕпе ватти-вĕтти активлă пулчĕ. Германире службăра пулнисемпе пĕрле ялта та, районта та çамрăк ăрăва кăтартмалăх ĕçсем тума тăрăшатпăр. Ушкăнпа кар тăрса, хамăр вăйпа район центрĕнче палăк уçма та вăй çитертĕмĕр. Кунта службăра пĕрле пулнисен ушкăнĕн ертÿçи Николай Христофорович Павлов уйрăмах пысăк пуçарусем тăвать. Германире пулнă салтак-ветерансем паян шкулсенче вĕренекенсемпе тăтăшах тĕлпулусем ирттереççĕ.  Умри тĕллевсем, тумалли ĕçсем пайтах иккенне туятăн та - хавхаланса пурăнас та, чуна парса тăрăшас та килет.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика