11 июня 2016 г.
Федерацин «Коррупцие хирĕç тăрасси çинчен» саккунĕн 1 статйинче палăртнă тăрăх, коррупци вăл службăри вырăнпа иртĕхсе усă курни, взятка пани е илни, коммерцине укçапа сутăнтарни, уйрăм çын службăри вырăнĕпе усă курса обществăн тата патшалăхăн саккунлă интересĕсене пăсса укçа-тенкĕпе, хаклă япаласемпе, тĕрлĕ пурлăхпа, пурлăх прависемпе хăйĕншĕн пайта курни, е саккуна пăсса ытти çынсене пайтапа усă курма ирĕк пани. Коррупци çынсен влаçа шанманлăхне çуратать, экономикăна хăрушлăх кÿрет. Вăлах патшалăх укçи-тенкипе, тĕрлĕ ресурсĕсемпе тĕрĕс мар усă курасси, налуксем сахал пырса кĕресси, ĕç эффективлăхне чакарасси, уйрăм предпринимательсене çука хăварасси, производствăна хывакан укçа-тенке вăрласси тата ытти начар пулăмсем патне илсе пырать. Çавăнпа коррупцине хирĕç тăрасси обществăран, кашни çынран килет. Паллах, çак пулăма пĕтерме сахал мар вăхăт кирлĕ. Çапах майĕпен пулин те коррупцине хирĕç тăрассине тĕллевлĕн пурнăçламалла, обществăн пĕтĕм сийне явăçтармалла. Социологи тĕпчевĕсем кăтартса панă тăрăх, общество ăнланулăхĕпе наци менталитечĕ çĕршыври коррупци шайне чакарассинче паллă вырăн йышăнать. Акă, Скандинави çĕршывĕсенче çын хăйĕн тăванĕ вăрлани çинчен пĕлсен тÿрех полицине пĕлтерет - çакă, унăн шухăшĕпе, преступлени сахалрах пулсан обществăра та лăпкă. Ахальтен мар ĕнтĕ çак çĕршывсенче коррупци шайĕ питĕ пĕчĕк.
Патшалăх органĕсенче ĕçлекенсене мĕн çамрăкранах саккуна хисеплеме вĕрентмелле.
Коррупцине хирĕç кĕрешесси право сыхлавĕн органĕсен çеç мар, кашни çыннăн тивĕçĕ.
Иртнĕ 2015 çулта Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕн сотрудникĕсем Елчĕк районĕнче коррупци сĕмĕллĕ 3 преступлени палăртнă. Раççей Уголовнăй кодексĕн 159 статйипе килĕшÿллĕн пĕр предприятин директорне, пĕр ялхуçалăх предприятийĕн ертÿçин çумне, 291 статйин 3 пайĕпе килĕшÿллĕн çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникне взятка пама хăтланнăшăн явап тыттарнă.
Коррупцие хирĕç кĕрешессине çынсем ытларах явăçсан ĕç те ăнăçлă пулĕ. Киревсĕрлĕх çинчен 8 /83539/ 5-14-13, 5-14-14 телефонсемпе пĕлтерме май пур.
С.СВИНИН,
Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн
экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕн ертÿçи.