11 июня 2016 г.
Елчĕк район сучĕ Раççей ФСИНĕн республикăри управленийĕн айăплава пурнăçлакан инспекцийĕн Елчĕк районĕнчи филиалĕн ертÿçин представленине тишкерсе икĕ çыннăн «çемçе» айăплавне «çирĕппипе» улăштарнă.
Шуршу ялĕнче пурăнакан Руслан Дергачева Шупашкарти Калинин районĕн сучĕ кăçалхи февралĕн 11-мĕшĕнче ултавшăн айăпласа обязательнăй йĕркепе 400 сехет ĕçлеттермелли приговор палăртнă. Анчах вăл наказанине пурнăçлама васкаман. Апрелĕн 15, 19-мĕшĕсенче ял тăрăхĕн администрацине сăлтавсăрах ĕçе пыман. Апрелĕн 23-мĕшĕнчен ĕçе пачах тухма пăрахнă.
Тÿскел ялĕнче пурăнакан Игорь Алюкина Елчĕк район сучĕ апрелĕн 5-мĕшĕнче палăртнă приговорпа ют пурлăха вăрланăшăн обязательнăй йĕркепе 320 сехет ĕçлемелле тунă. Анчах вăл яваплăх меринчен сĕмсĕррĕн пăрăннă - ял тăрăхĕн администрацине ĕçлеме пĕрре те пыман.
Судра пркуратура представителĕ те уголовнăй айăплав представленийĕ майлă пулнă. Çавна май суд унăн позицийĕпе килĕшсе иккĕшне те колони ялне ăсатма йышăннă.
П.КОКОРЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.